Михаил ИГНАТЬЕВ: Чăваш Енре суйлавсем легитимлă, конкурентлă, уççăнлăх никĕсĕ çинче иртнĕ
Ĕнер, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территорири хăш-пĕр федераци органĕсен тата хулари округсен ертỹçисемпе эрнери канашлу ирттернĕ.
Чăваш Республикин территорийĕнче Пĕрлехи сасăлав кунне ирттернин малтанхи итогĕсем çинчен ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ. Вăл суйлавçăсем сасăлава активлă хутшăннине палăртнă, 62 проценчĕ пынă, ку вăл Раççей Федерацийĕнчи вăтам кăтартуран пысăк.
Участоксенчи суйлав комиссийĕсем малалла ĕçлеççĕ-ха, тенĕ Александр Цветков. Ирхине 9 сехет тĕлне участоксенчи суйлав комиссийĕсен протоколĕсен 90 процентне ĕçлесе хатĕрленĕ. "Партисен бюллетенĕсем тăрăх кăтартусем уçăмлă тесен те юрать. "Единая Россия" унта та, кунта та 52-53 процент таврашĕнче", - пĕлтернĕ Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ. КПРФ, ЛДПР тата "Справедливая Россия" 10-ран пуçласа 15 процент хушшинче", - тенĕ вăл, малтанхи даннăйсем тăрăх.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн малтанхи итогĕсем тăрăх та унта "Единая Россия" парти представителĕсем нумайрах. Александр Цветков право сыхлав органĕсене, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, обществăлла организацисене суйлава хатĕрленсе ирттерме пулăшнăшăн тав тунă.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри суйлав участокĕсенче 8 пин ытла участоксенчи суйлав комиссийĕн членĕсем, 6 пин ытла сăнавçă, çав шутран ОБСЕрен икĕ суйлавçă пулнă. Обществăлла палата тата Чăваш Республикинчи çынсен прависене хỹтĕлекен Уполномоченнăй аппарачĕсем те чылай пулăшу панă.
Михаил Игнатьев Чăваш Енре суйлавсем легитимлă, конкурентлă, уççăнлăх никĕсĕ çинче иртнине палăртнă. Вĕсем суйлавçăсем вăйра тăракан влаçа, çĕршыв Президентне Владимир Путина шаннине кăтартса панă.