Кулленхи сăвăм тата тупăш

Ешĕл çу вăхăчĕ иртсе кайрĕ, уйра выльăх апачĕ сахалланса юлчĕ пулин те, районти уйрăм хуçалăхсенче кулленхи сăвăм çав-çавах пĕчĕк мар-ха. Тĕслĕхрен, "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн, Валерий Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн ĕнисем паянхи кун та талăкра вăтамран 16-шер килограма яхăн сĕт параççĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх, "Акконд-агро фирма" обществăн 733 сăвакан ĕне шутланать, предприяти вĕсенчен хальхи вăхăтра куллен 12 тоннăна яхăн паха сĕт суса илет. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче выльăхсене тулăх тăрантарас ыйту ялан тивĕçлĕ тимлĕхре. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе асăннă предприяти халĕ те малалла ĕçлет, кукурузăран силос хывать. Çапла вара аккондçăсен выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм та, сĕтеклĕ апатсем те, фуражлăх тырă та çителĕклĕ пулĕ. Апат пахалăхĕшĕн те тăрăшаççĕ. Рулонланă утта пленкăпа витсе упраççĕ. Сенажа технологие пăхăнса хывнă.
Кармалти хресчен фермер хуçалăхĕнче 175 ĕнерен 2780 килограмм сĕт сăваççĕ. "Новый путь" ял хуçалăх производство кооперативĕ те 60 ĕнерен талăкра вăтамран 900 килограмм сĕт суса илет. "Красная Чувашия" хуçалăхра пĕр ĕне пуçне талăкра 9,9 килограмм сăваççĕ. Чи пĕчĕк сăвăм вара Тăрмăшри Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн - кунти ĕнесем талăкра вăтамран 4,7 килограмм сĕт антарнă. Ĕнесен йышĕ те чакнă асăннă хуçалăхра.
Районĕпе хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 14 килограмм сĕт сăваççĕ е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 0,2 килограмм нумайрах.
Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, уйра халĕ çуллахи апат мар. Çавăнпа выльăхсене апат хушса çитерни, рациона тутлăхлă япаласемпе баланслама тăрăшни усса кăна кайĕ. Халĕ сĕт хакĕ те ỹссе пынă вăхăтра çакă пушшех пĕлтерĕшлĕ.
А.ФЕДОРОВА, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.