Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тĕмерти Козловсен ылтăн туйĕнче

Тĕмерти Козловсен ылтăн туйĕнче

Юпа уйăхĕн 8-мĕшне Тĕмерти Козловсен çемйинче çулленех уяври пек кĕтсе илеççĕ. Кăçал вара çывăх çыннисем, ывăлĕпе хĕрĕн çемйисем, тăванĕсем, кỹршисем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем тулли кĕрекене Николай Игнатьевичпа Мария Васильевнана ылтăн туйпа саламлама пухăнчĕç. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, ял-йышра сумлă çынсем вĕсем.

Кил хуçи хĕрарăмĕ Кăтра йăхĕнчен (хĕр чухнехи хушамачĕ Кудрова). Ĕлĕкренех ĕçченлĕхпе, йăвашлăхĕпе палăрса тăнă ку ратне çыннисем. Маруç кирек мĕнле ĕçе те тирпейлĕ тума хăнăхса ỹснĕ. Ватăсене хисепленĕ, пулăшма тăрăшнă. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхипе те тыткăнланă. Медсестра пулас ĕмĕтпе пурăннă. Ялти маттур та кĕрнеклĕ каччă лутра пỹ-силлĕ пикене куç хывни, тен, пĕве кĕнĕ хĕрсене ăмсантарнă та пулĕ. Мария Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухса районти больницăна ĕçе вырнаçнă. Чун савнине самантлăха та манман. Ăшă туйăмлă çырусем шăрçаласа 4 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. 1966 çулта çамрăксем çемье чăмăртанă.

Районти ЗАГС уйрăмĕнче хисеплĕ юбилярсене савăнăçлă лару-тăрура чысланине пĕлсе Владимир Николаев кỹрши ылтăн туйччен унта çитме ĕлкĕрнĕ, ырă мăшăр çинчен пĕлтернĕ.

Николай Игнатьевич "Победа" совхозра механизаторта ĕçленĕ. "Хир карапĕн" штурвалĕ умне ларса мĕн чухлĕ тырă çапса тĕшĕлемен-ши вăл? Фермăра та вăй хунă. Тав хучĕсем, ытти наградăсем нумай унăн.

Мăшăрĕ Мария Васильевна Тĕмерти участок больницинче 40 çула яхăн тăрăшса канăва тухнă. Сипленекенсене çепĕç калаçăвĕпе, ăш пиллĕхĕпе шанăç кỹнĕ. Ахальтен мар паян кунчченех ырăпа аса илеççĕ, тав тăваççĕ сывлăх сыхлавĕн ветеранне.

Козловсем хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Ольга амăшĕн çулне суйланă. Çурçĕрте пурăнаççĕ çемйипе. Аслă категориллĕ специалист вăл. Ывăлĕ Павăл ашшĕ пекех ăста алăллă. Хулара йăва çавăрнă пулсан та, чунĕпе ялтах темелле. Кунти хуралтăсене юсаса çĕнетсех тăраççĕ. Ашшĕпе амăшне çăмăл пултăр тесе, шывне те пỹрте кĕртсе панă.

Алина кинĕпе Сергей кĕрỹшне те "хамăр ачасем", теççĕ. Çемьере çамрăксем аслисене сума сунине, ăнланма тăрăшнине, ватлăх çулĕсем канлĕхре иртчĕр тесе тимленине туятăн. Виçĕ мăнукĕ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнăç, телей кỹреççĕ.

"Манăнни пек лайăх кукамайпа кукаçи урăх çук пулĕ", - терĕ аслă мăнукĕ Маша çывăх çыннисене саламланă майăн. Вăл экономиста вĕренет, çитес çул диплом илмелле. Антонпа Аня мăнукĕсем 10-4 классенче вĕренеççĕ. Юрлама-ташлама ăста.

Хĕр пĕрчи çут тĕнчене килсен кăна мăшăрлану хутне илнĕ Николай Игнатьевичпа Мария Васильевна. Апла 2017 çулта Тăвай енри хисеплĕ юбилярсен сумлă кĕнекине Тĕмерти Козловсен хушамачĕ те хушăнĕ.

Уява пухăннисем: "Йỹçĕ! Йỹçĕ! Йỹçĕ" тесе кăшкăрнă майăн телейлĕ мăшăрăн сăн-пичĕ çу-талчĕ. Пĕр-пĕрин çине йăл кулăпа савăккăн пăхса илчĕç. Кил пуçĕ хура костюмне тăхăнчĕ. Кăкăр тулли медаль унта. 30 çул каялла Николай Игнатьевич Чернобыль аварине сирме хутшăннă. Сывлăхĕ хавшанине туять-ха. Юрать, чун тĕрекĕ çумрах, вăхăтра медицина пулăшăвĕ парать. Кỹршисем патне те çитме вăхăт тупать мăшăрĕ.

"Çиччĕмĕш медале кăçалхи апрель уйăхĕнче пачĕç, - пĕлтерчĕ Н.Козлов. -Ачасемпе тĕл пулусене чĕнеççĕ. Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, хỹтĕлеме вĕрентмелле. Вăрçă ветеранĕсем те юлмарĕç вĕт ялта. Тыл ĕçченĕсем те пĕрин хыççăн тепри леш тĕнчене ăсанаççĕ".

Ылтăн туя чи малтан Николай Игнатьевичăн Канашри Ульха аппăшĕн çемйи çитрĕ. Мăшăрĕ Алексей Дмитриевич Дмитриев - Ураскассинчен. Хăй вăхăтĕнче ялти хастар çамрăксенчен пĕри пулнă. Кăнтăр электричество сетĕнче водительте ĕçленĕ. Сумлă ентешĕн ĕç кĕнекине 50 хутчен тав хучĕсемпе грамотăсене тивĕçни çинчен çырса хуни пирки пĕлме тỹр килчĕ. Ульха аппа почта ĕçченĕ пулнă. Вĕсем хăйсен ылтăн туйне 2012 çулта паллă тунă.

Аякран килнĕ хăнасене ырă çул сунса ăсатрĕç кил хуçисем. Килекенсене тараватлăн кĕтсе илчĕç. Телефонĕ те кунĕпех шăнкăртатрĕ, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем таранах саламларĕç ылтăн юбилярсене.

Р.ШУМОВА.



"Ял ĕçченĕ"
11 октября 2016
14:42
Поделиться