"Хавхаланса юрлать чĕре!"
Канаш хулин культура керменĕнче "Хавхаланса юрлать чĕре!" республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрĕ иртрĕ. Ăна Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕ 80 çул тултарнине халалланă.
Районти юрă ăстисем кану кунне пăхмасăр, килти ĕçсене пăрахса çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнчĕç. Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ, "Тăвай ен", "Çăлкуç" ушкăнсем тата Тăрмăшри хор куракансене тата жюри членĕсене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.
"Любовь земная" илемлĕ фильмри "Даль великая" тата "Ытарайми çĕршывăмăр" юрăсене Тăвайри халăх хорĕ пысăк хавхаланупа шăрантарчĕ. Темиçе сасăпа юрланăран тата та илемлĕн илтĕнчĕç вĕсем.
Тăрмăш хорĕ сцена çине тухни - районти культура пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. "Куккук, сана лайăх-и?", "Эх, иртеççĕ утса çамрăксем" юрăсене залра ларакансем ăшă туйăмсемпе йышăнчĕç.
"Çăлкуç" ушкăн та ăнăçлă хутшăнчĕ фестивале.
"Тăвай ен" халăх ушкăнĕ вара репертуара вырăнти авторсен "Малалла илсе кай" юррине (сăвви А.Суханăн, кĕвви В.Степановăн) кĕртнĕ.
Владислав Степанов аккомпаниатора йывăртарах та килчĕ пулĕ, вăл Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи виçĕ ушкăна баянпа хавхалантарчĕ, унсăр пуçне хăй кĕвĕленĕ юрра та юрларĕ. Тăрмăш артисчĕсемпе пĕрле вара яланхиллех Николай Петров купăсçă пулчĕ. Хорсене ертсе пыракан Римма Марковапа Елена Матросова, "Тăвай ен" ушкăн ертỹçи Наталия Иванова ырми-канми ĕçленине кура пултарулăх коллективĕсем район чысне тивĕçлĕ шайра тытрĕç. Асăннă ушкăнсене çỹрекенсен тỹпи вара уйрăмах пысăк. Сирĕн пек хастар та çирĕп çынсем пур чухне чăваш юрри-кĕвви нихăçан та пĕтес çук. Тăвайсен юрлас ăсталăхне жюри пысăк хак панă.
А.АЛЕКСЕЕВА.