Киччĕри телейлĕ мăшăр
Çур ĕмĕр пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса утаççĕ Иван Михайловичпа Елизавета Васильевна Афонинсем.
Иртнĕ эрнере районти ЗАГС пайĕнче Киччĕри хисеплĕ мăшăра çывăх çыннисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке (сăн ỹкерчĕкре) саламларĕç, культура çуртĕнчи хитре саслă артистсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç вĕсен ячĕпе.
Иван Михайловичпа Елизавета Васильевна иккĕшĕ те кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Лисук ĕçре пиçĕхсе ỹснĕскер, качча кайсан пĕр хушă фермăра ĕçленĕ, унтан уй-хирти ĕçсене хутшăннă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те бригадир ăçта ĕçе хушнă, унта васканă. Çĕнĕ çын хунямăшĕпе хуняшшĕне тỹрех алла ларнă. "Ытла та кинỹ сатур, лара-тăра пĕлмест, ирех ĕçе тытăнать," - тенине пайтах илтнĕ. Аслисемпе пĕрле пурăннăран çамрăк хĕрарăм вĕсемпе те, мăшăрĕпе те канашламасăр ĕçе пуçăнман. Вăхăчĕ те вăрçă хыççăнхи çулсем пулнăран юхăннă хуçалăха çĕклемелле пулнă. Йывăр тиев тиеннĕ вĕсем çине. Хунямăшĕ ĕçчен кин тĕлне пулнăшăн савăннă. "Кинĕм, мĕнпур тĕнчене ыталаймăн, пĕлсе ĕçле", - тесе хĕрхенсе каланине халĕ те хĕрарăм асĕнче тытать.
Иван Михайлович лайăх мăшăр тĕлне пулнишĕн савăннине уявра та пытармарĕ. "Яланах çемьере юратупа килĕшỹ хуçаланнă пирĕн. Ăнланма тăрăшнă, пĕр-пĕрин шухăшне шута илнĕ. Вăхăчĕпе итлеме те, каçарма та пĕлмелле. Мăшăр лайăх пулсан, пĕр çăвартан пурăнсан çемье пурнăçĕ те ăнатех", - терĕ туй "каччи". Кил хăтлăхĕ, чун ăшшипе тĕрекĕ пулнăшăн тав турĕ савнă мăшăрне.
Киччĕри Афонинсем 50 çул çемье тилхепине çирĕппĕн тытса пыраççĕ. Ĕçлеме юратни ватăлма памасть вĕсене. Пулăшу ыйтакана: "Часах çитетпĕр", - тесе çеç хуравлаççĕ.
Ылтăн туйпа саламланă май, хăйсен ял хĕрĕ, халĕ Тăвайри больницăра тĕп медицина сестринче ĕçлекен Альбина Ивановна Самарина уяв кĕрекинчи юбилярсене чун юратăвĕпе ăшă кăмăл сунчĕ.
"Ялти сумлă мăшăр çине пăхсан чун-чĕре савăнать. Паян та юратуллă вĕсем. Ĕçпе сиплеççĕ сывлăхне, тесен те йăнăш пулмĕ, апла вăй-халăр нихăçан та ан иксĕлтĕр", - терĕ вăл.
Халĕ, кĕр кунĕсенче, ялти ветерансене вăрманах чун туртать. Кăçал кăмпа ăнса пулчĕ. Пахчара ĕçлеме юратаççĕ. Хăйсем лартнă йывăç-тĕмсемпе йăпанаççĕ, пăхса тăнăран пахча çимĕç çуллен ăнса пулать.
Иван Михайловичпа Елизавета Васильевна ял пурнăçне аталантарма хăйсен тỹпине хывнăшăн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. 3 ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пĕр хĕрĕ Украинăра пурăнать, тепри Захаров предприниматель патĕнче ĕçлет. Ывăлĕ Мускава ĕçлеме çỹрет.
"Пире тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕшĕн, атте-анне тивĕçне чыслăн пурнăçласа халĕ мăнукăрсене ура çине тăратма пулăшнăшăн тайма пуç сире. Сиенлĕ йăлапа айкашман. Пире те ыррине çеç вĕрентнĕ",-çапла пулчĕ Галина хĕрĕн сăмахĕ.
Кинĕ Татьяна, хреснай хĕрĕ Людмила Мареева, тăхлачисем, Алексеевсем, вăрăм кун-çул, телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Р.ШУМОВА.