Пĕрлехи портал меллĕ
Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕ çиччĕмĕшĕнчи указне республикăра епле пурнăçланине сỹтсе явассипе ĕçлĕ ушкăнăн лару пулнă.
ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов доклад тунă унта. "Паянхи куна республикăра Пĕрлехи портал урлă электронлă майпа 94 пулăшупа усă курма пулать, çав шутра 42-шĕ - патшалăх, 52-шĕ муниципаллă пулăшусем.
Кăçал тăхăр уйăхра Пĕрлехи порталпа ĕç тăвакан тата регионри вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен информаци паракан хăш-пĕр системăсем ("Электронная регистратура", "Медицинская информационная система", "Статистика", "ЗАГС", "ИРБИС", "Катарсис", "Е-услуги. Образование") Чăваш Енре пурăнакансене электронлă майпа пурĕ 341 пин патшалăх тата муниципаллă пулăшу панă, ку пĕтĕмĕшле хисепĕн 48 проценчĕпе танлашать, çулталăк вĕçлениччен çак кăтартăва 50 процента çитерме палăртнă", - тенĕ министр.
Асăннă тапхăрта ЧР культура, юстици, сывлăх сыхлавĕн министерствисем тата Шупашкар хулин администрацийĕ нумайрах электронлă пулăшу панă. Патшалăх пулăшăвĕн Пĕрлехи порталĕ çынсемшĕн меллĕ пулнине, унпа кирек хăш вырăнтан, кирек хăш самантра вăхăта ытлашши ирттермесĕр пулăшу илме май пуррине асăннă тата республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин ертỹçи.
Пирĕн республикăра пурăнакансенчен ытларахăшĕ электронлă майпа оперативлă тата пахалăхлă пулăшусем илет.
Тăвай ен çыннисем те Пĕрлехи портал пулăшăвĕсемпе ытларах усă кураççĕ, вĕсем районти нумай функциллĕ центр ĕçĕсемпе кăмăллă.
А.ИВАНОВА.