Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пăрусене - хăтлă вите

Пăрусене - хăтлă вите

- Пуян та ăнăçлă çулталăк пулчĕ, - теççĕ Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» пĕрлешÿ ĕçченĕсем.

Çĕршыври кăткăс лару-тăру, чикĕ леш енчен апат-çимĕç турттарма чарни вĕсене тăрăшарах вăй хума, малалла талпăнма хĕтĕртнĕ тейĕн. Хальхи вăхăтра тĕп тупăш выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен ытларах кĕрет. Ăна аталантарма кăçал 50 млн тенкĕ хывнă. Çак тапхăрта икĕ пăру вити, тырă тата утă управĕсем хута кайнă. Сĕт сумалли зала юсаса çĕнетнĕ, цехне анлăлатнă тата ытти ĕçе пурнăçланă.

Сĕт туса илни тăкака саплаштарма, алă çавăрма çитет. Çавăнпа çулсерен кĕтĕве пысăклатсах пыраççĕ. Çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура 250 пăру вырнаçмалăх вите хута кайрĕ.

- «Акконд-агро» фирма ĕне ĕрчетсе районти ял хуçалăх аталанăвĕн çул-йĕрне палăртать. Кăçал районти хуçалăхсем виçĕ ферма юсанă, çĕнĕрен иккĕ хăпартнă. Çывăх вăхăтра теприне туса пĕтермелле, - палăртрĕ Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке уява хутшăннă май.

- Автан ир-ирех вăранать. «Ир тăракана Турă та парать», - тенĕ халăхра. «Акконд» пĕрлешÿ тĕп директорĕ Валерий Иванов тăрăшнипе агрофирма та çулсерен вăй илет, - палăртрĕ Валерий Чайкин Тăвайсене ăнăçусем суннă май.

«Акконд-агро» фирма директорĕ Вячеслав Иванов каланă тăрăх - 2016 çулта хуçалăхăн сухаласа акакан лаптăк 3263 гектар йышăннă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 1100. Кĕркунне 3021 тонна «сарă ылтăн» вырса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 27,47 центнер. Кĕрхи культурăсем 260 гектар çинче акса хăварнă. Пысăк кĕтĕве хĕл каçарма утă, сенаж çителĕклĕ хатĕрленĕ. Раштав уйăхĕ тĕлне хуçалăхра вăтамран 4 пин тонна ытла сĕт сунă. Кашни ĕнен кăтартăвĕ вăтамран 5681 килогрампа танлашнă. Ку иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 1635 пуç, çав шутра сăвăнаканнисем - 773.

Предприятире тăхăр çул каялла çĕнĕ технологипе малтанхи хут 960 ĕне вырнаçмалăх икĕ вите хута кайнă. Унтанпа лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Халĕ кунта выльăх «хули» ÿссе ларнă тейĕн. Чĕртавара вырăнтах тирпейлени компание услам ытларах илме май парать. Кунта хатĕрлесе кăларакан сĕт юр-варне халăх хапăлласах туянать.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ăратлăхран та килет. 2008 çулта хуçалăх Беларуçран 480 пушмак пăру туяннă. Çавăнтанпа ăратлăха çĕнетсех пыраççĕ.

Нумаях пулмасть виççĕмĕш пăру вити тума пуçланă. Ăна та çитес çул хута ямалла. Çавна май ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем хушăнаççĕ. Хуçалăхра вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 16 пин тенкĕрен иртнĕ. Ку тăрăхри ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ агрофирмăра вăй хураççĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн савăнăçлă мероприятие пуçтарăннисем хăтлă витене хаваспах кĕрсе курчĕç. Çĕнĕ технологипе тунăскерте çутă, таса, типĕ. Тислĕк кăларассине, апат парассине йăлтах механизациленĕ. Çавна май фермăра вăй хуракансен ĕçĕ те палăрмаллах çăмăлланнă. Сăмах май, кунта ĕçе вырнаçас текенсем те самай. Вĕсем валли канмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсем те пур. Хăтлă вите выльăх-чĕрлĕхшĕн, ĕç çыннисемшĕн Çĕнĕ çул умĕнхи парне пулчĕ тейĕн.

Лариса Никитина



"Хыпар"
29 декабря 2016
16:23
Поделиться