Литература эрни
Тăван халăхăмăрăн ятлă-сумлă çыравçи Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул тултарнине халалласа Элпуçĕнчи вăтам шкулта литература эрни иртрĕ. Ун вăхăтĕнче вĕренекенсем поэт пултарулăхĕпе туллин паллашма пултарчĕç. Кашни класрах "Хусанкай вулавĕсем" пулчĕç. "Таня", "Тăван çĕршыв", "Аптраман тавраш", "Вăрман юрлать", "Тилли юррисем" тата ытти хайлавĕсене тишкерсе тухрĕç ачасем. "Эп - чăваш ачи", "Эпир пулнă, пур, пулатпăр", "Сăмах хăвачĕ", "Йыхрав" сăввисене те хавхалансах пăхмасăр каларĕç. Шкул вулавăшĕнче вара Е.Н.Борисова библиотекарь сăвăç кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштаракан анлă курав йĕркелерĕ.
П.НИКИФОРОВ
"Ял ĕçченĕ"