Кружокăн черетлĕ занятийĕнче
"Тăван чĕлхе илемĕ" кружокăн черетлĕ занятийĕнче Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитни çинчен калаçрăмăр. Чи малтанах класра паллă чăваш поэчĕн "Анне çырăвĕ" сăввине вуласа тишкертĕмĕр, кĕçĕнрех классенче вуланă сăввисене аса илтĕмĕр. Ун хыççăн ял вулавăшне каçса поэтăн çырнисен пуххин ултă томĕпе паллашрăмăр.
"Хастарлăх çăлкуçĕ" видеосăвăсен инçет конкурсне хутшăнас кăмăллисем хăйсене килĕшекен сăвă шырарĕç. Н.Матвеева библиотекарь ачасемпе викторина ирттерчĕ. Чи маттурри 6-мĕш класри Лера Куприянова пулчĕ.
Л.МИХАЙЛОВА,
кружок ертỹçи
"Ял ĕçченĕ"