Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

"Экспортлăх" продукци

Ĕçлесен малаллах çав. Тăрăшаканăн пушшех те ỹсĕнет. Кунта манăн шухăшăм-сăмахăм Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлов фермер пирки пырать-ха.

Ялта çуралса ỹснĕскер, çĕр ĕçне парăнмаллипех парăнчĕ вăл: тырă-пулă, выльăх апачлĕх курăк ỹстерет, çулленех вун-вун гектар çĕр улми çитĕнтерет, юлашки çулсенче кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илме те хăнăхса пырать. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртмешкĕн çине тăма пултарать вăл. Пĕлтĕр акă çанталăка май çум курăк пусса илнине пăхмасăр хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕр анисене йĕркене кĕртмешкĕн нумай вăй хучĕ, алă усмарĕ. Инвестици проектне пурнăçа кĕртсе, кредит ресурсĕсемпе тата хăйĕн укçи-тенкипе усă курса иртнĕ çулсенче çĕрулми хранилищи те хута ячĕ. Пĕлтĕр хăйĕн укçи-тенкипе саплаштаркаласах çĕрулми хранилищипе çума çумăн кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр упрамалли вырăнсем турĕ. Вырăнти ăстасемех ĕçлерĕç. Стройка, реконструкци ĕçĕсем тăвасси, паллах, çăмăл мар: укçа-тенкĕ те, ĕç вăйĕ те, стройматериал та сахал мар кирлĕ пулас объектăн калăпăшне кура. Анчах пĕр хăпартса лартсан - чылай çуллăх. Çакă вăй парать малалла талпăнма. Тымарçимĕçĕ те кирлĕ пек упранать. Акă хĕллехи çак кунсенче хранилище патне çити çул хыртарсах сутлăх икĕ фура çĕрулми ăсатрĕ Сергей Николаевич республика тулашне. Вăрлăхран ытлашшине сутнă, паллах. Кĕсйине кĕмĕл кĕнĕ. Лайăх вĕт-ха "экспортлăх" продукци пурри.

Çĕрулми тенĕрен, ăна фермер хăйĕн хуçалăхĕн пысăкăшне кура çуллен сахалах та мар лаптăкра çитĕнтерет. Кăçал та çапла "иккĕмĕш çăкăра" 50 гектар çинче лартса тума, икĕ участокра вырнаçтарма планлать. Анисене кĕркунне сухаласа хăварнă. Хăй каланă тăрăх, вăрлăх çителĕклĕ. Вăл мĕнле упраннине пăхса-сăнасах тăрать хĕл каçа. Пăртак урăх сортлă çĕнĕ вăрлăх илес шухăш та амаланнă пуçĕнче. Чăнах та туянмах палăртать пулсан, вăл паха сортлă элита вăрлăх пулĕ.

Тĕш тырăсен вăрлăхĕсене те çĕнетсех тăрать вăл. Унăн тырă тухăçĕ çуллен лайăххи çакăнтан та сахал мар килет. Халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ сортлă вăрлăх хăех тепĕр тухăç тесе. Çакна фермер пĕрре çеç мар курса ĕненнĕ хăйĕн çĕр ĕçĕнче. Кăçал та вăрлăхлăх ĕрчетме Экада 70 сортлă çурхи туллăн тата Эльф сортлă урпан элита вăрлăхĕсене кỹрсе килесшĕн. Вĕсене пурне те кăткăс удобренипе пуянлатса акса хăварасшăн. Çавăнпа минераллă удобренисем туянса хатĕрлеме те палăртса хунă.

 

И.ГЛАДКОВ



"Ял ĕçченĕ"
07 февраля 2017
16:18
Поделиться