Ирĕкри чĕрчунсене пулăшса
Таврара, çав шутрах вăрмансенче те, юр хулăн выртать, кунсем те самаях сивĕ тăраççĕ. Çакăн пек чухне уйрăмах хир сыснисен пурнăçĕ йывăрланать. Юр тарăн выртнине пула апат тупса çиме е вырăнтан вырăна куçса çỹреме çăмăлах мар вĕсене.
Лару-тăрăва шута илсе хир сыснисене апатпа тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр сунарçăсем тĕрĕс ăнланаççĕ çакна, Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществине тырă каяшĕпе тивĕçтереççĕ. Уйрăмах Вăрманхĕрри ялĕнчи Сергей Михайлов, Тушкилти Андрей Моряков фермерсене ырăпа палăртмалла, вĕсем сунар хуçалăхне пĕр чăрмавсăрах çуллен тырă каяшĕ параççĕ, ăна чĕрчунсем патне çитерсе пама та пулăшаççĕ. Хир сыснисене апатлантарас ĕçе çавăн пекех Вăрманхĕрри ялĕнче пурăнакан А.Н.Васильевпа Кармал ялĕнчи Вячеслав Артемьев та хастар хутшăнаççĕ. Çаксем, паллах, ытти сунарçăсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, çавăнпа вĕсене Канашри районсем хушшинчи сунарçăсемпе пулăçсен обществи питĕ тав тăвать, çавна май ытти сунарçăсем те чĕрчунсене пăхса тăрас енĕпе активлă пуласса шанать.
Хир сыснисене хальхи хĕл кунĕсенче те ятарлă вырăнсене тырă каяшĕ хурса парса пулăшнă. Пăшисене вара тункатасем çинчи валашкасене тăвар хурса панă.
В.СОРОКИН, аслă егерь
Сăн ỹкерчĕкре: харсăр сунарçăсем хир сыснисене тырă каяшĕпе тивĕçтернĕ самантра