Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Паллă хирург

Ун çинчен Н.М.Яклашкин "Тăвай енĕн сумлă çыннисем" кĕнекере çырса кăтартнă.

Николай Ананьевич Ананьев 1926 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Тенеялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Канашри фельдшерпа акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна Совет Çарне службăна илнĕ (27.12.1944). Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 43-мĕш армири 992-мĕш стрелковăй полкра, 36 дивизири 429-мĕш ОИПТДра çар фельдшерĕ пулнă. Белоруссие, Балтика тăрăхĕнчи республикăсене, Польшăна, Венгрие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă.

1944 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Белоруссие ирĕке кăларас енĕпе ирттернĕ "Багратион" операци фронтовик асĕнче ĕмĕрлĕхе юлнă. "Полк медпунктне аманнисене йышлăн илсе килме пуçланă. Медпунктра ĕçлекенсем кунне-çĕрне пăхмасăр аманнисене пулăшу панă. Йывăр аманнисене МСБ, ППГсене янă, çăмăл аманнисене пулăшу парса, наступлени туса пыракан чаçсем хыççăн пынă. Витебск, Орша, Могилев, Лепель т.ыт. хуласене ирĕке кăларнă. Аманнисене землянкăра та, палаткăра та, хресченсен çурчĕсенче те пулăшу пама тивнĕ. Ĕç условийĕсем йывăррине пăхмасăр аманнă çар çыннисене ура çине тăма пулăшнă", - аса илнĕ Н.А.Ананьев.

Демобилизаци хыççăн (1945 ç.) Хусанти медицина институтне пĕтернĕ (1950 ç.), Хусанти ортопедипе травмотологи институтĕнче клиника ординатуринче вĕреннĕ. Шупашкарта республикăри клиника больницинче врачра, травмотологи уйрăмĕн заведующийĕнче вăй хунă. 1970 çулта Николай Ананьевича И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУра пĕтĕмĕшле хирурги кафедринче ассистентра ĕçлеме суйланă. 1967 çулта вăл медицина наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илме диссертаци хỹтĕленĕ.

Н.А.Ананьев 1984 çултан пуçласа пĕтĕмĕшле хирурги кафедрин доценчĕ пулса ĕçленĕ. Вăл çĕре яхăн наука ĕçĕ çырнă. Ун патĕнче пирĕн район çыннисем те чылайăн сипленнĕ тата консультаци илнĕ.

Николай Ананьевич 2008 çулта вилнĕ.

 

В.РОДИНА,

районти тĕп библиотека



"Ял ĕçченĕ"
10 февраля 2017
13:36
Поделиться