Пуянкассисем Енĕш Нăрвашра
Çак кунсенче Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ Енĕш Нăрвашри ял халăхне концертпа савăнтарчĕ. Çак ушкăнри тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, шкул ачисемпе учительсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Концерта Владимир Иванов "Юр пĕрчи" юрăпа уçрĕ. Ара кам кăна пĕлмест пулĕ ку юрăçа? Шупашкарта та вăл тĕрлĕ конкурссенче палăрнă. Концерт каçĕнче вăл хăйĕн "Никто тебя не любит так как я", "Тăвай" юррисемпе тыткăнларĕ. Сцена çине Михаил Васильев тухсассăн пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Вăл Енĕш Нăрвашра çуралса ỹснĕ-çке-ха, агрономра, ВЛКСМ райкомĕн I-мĕш секретарĕнче, "Буяновский" совхоз директорĕнче, ял администрацийĕнче çĕр ĕçĕн специалистĕнче ĕçленĕ. Сцена çинче вăл вара чăн-чăн артист. А.Федотовапа "Пурнăç урапи" юрра мĕнлерех çепĕççĕн шăрантарчĕç. "Эп телейлĕ санпа юнашар" юрă та илемлĕн янăрарĕ. Концерт вăхăтĕнче М.Васильев Г.Н.Сергеевапа Г.М.Степанована çуралнă кунĕсемпе юрăпа саламлама та манмарĕ.
Л.Соловьева та нăрвашсене хитре сассипе тыткăнларĕ. Пуянкассинчи "Шĕнер" ансамбльти Александр Владимиров хăй çырнă юрăсене чун-чĕрене пырса тивмелле юрларĕ. Концерт программине Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен хĕр ачасен ташă ушкăнĕ те пуянлатрĕ. Концертра А.Захарова акăлчанла та юрларĕ. И.Кузьмин ăста купăсçăн юрри-кĕвви куракансене çав тери килĕшрĕ. Халăха култарса савăнтарма программăна тĕрлĕ сценкăсем кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, "Ачана садикрен илсе килни", "Наркăмăш" тата ытти те. Вĕсенче М.Васильевпа А.Пугачев вылярĕç, хăйсен сăнарĕсене туллин уçса пачĕç.
Ушкăнпа тухса юрлакансене ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем. Юлашкинчен вара пурте ура çине тăрса Пуянкассинчи юрăпа ташă ăстисене тăвăллăн алă çупса тав турĕç, сцена çине тухса ырлăх-сывлăх, телей сунса ăшă сăмахсем каларĕç.
Пуянкассисем вара нăрвашсене хăйсем патне концерта пыма йыхравласа хăварчĕç. "Тепре тĕл пуличчен", - терĕç.
В.ПЕТРОВ,
культура ĕçченĕ.