Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ялти хăтлă вырăн

Тăвай тăрăхне çут çанталăк хитре вырăнсенчен кỹрентермен. Эльен халăха илемĕпе, уçă сывлăшĕпе, сиплĕ шывĕпе хăй патне илĕртнĕ. Çуралнă кĕтес - кашни çыннăн чун ăшшийĕ. Тăван ял, Кивĕ Пуянкасси таврашĕнчи вырăнсем пирĕн ума ытарайми илем кăларса тăратаççĕ.

Ял варринчи пысăках мар Тавăш кỹлли - маншăн тата ыттисемшĕн капăр, илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Вăл хăçан пуçланнине пĕлейместпĕр эпир. Патша саманинчех ял çыннисем алăпа чавса тунă пулас ăна. Çỹлерех вырнаçнă çăл шывĕпе тулать кỹлĕ. Астăватăп-ха, эпир пĕчĕкрех чухне кỹлле вăхăчĕ-вăхăчĕпе, тем чухлĕ ĕç пуррине пăхмасăр, тасатса тăратчĕ халăх. Юшкăн ан тултăр тесе шыв-шур вăхăтĕнче шывне канавпа юхтарса кăларатчĕç, кайран каллех пĕвелетчĕç. Пĕр вăхăт кỹлĕ хĕрринче тимĕрçĕ лаççи пурччĕ. Яки Сантăрĕпе Пысăк Пуç Якур ĕçленĕччĕ пек астăватăп унта. Сунтал сасси, мăлатук кĕвви хĕлĕн-çăвĕн янăратчĕ. Шкултан таврăннă чухне утăм хăвăртлăхне чакарсах итлеттĕмĕр унăн кĕввине.

Халĕ кỹлĕ сăнĕ тĕксĕмленнĕ, унта шыв çукпа пĕрех, ăшăхланнă.

Тавăш кỹллине 1980 çулсен пуçламăшĕнче юлашки хут тасаттарнăччĕ пулас. Юшкăнне ана çине турттарса кăларчĕç.

Хăй вăхăтĕнче ялти фельдшер Н.Игнатьевпа В.Осипов механизатор кăна кăштах йăмрасем лартса чĕртрĕç.

Тавăш кỹлли мĕн авалтан илемлĕ, сăваплă вырăн çеç пулман, унăн тĕкĕр пек çуталса выртакан шывĕпе пĕрре çеç мар пушара хирĕç те кĕрешнĕ, ача-пăча шыва кĕрсе савăннă. Кăштах та пулин ял сывлăшне лайăхлатма та пулăшнă ĕнтĕ.

Манăçа кăларас марччĕ, пĕтме парас марччĕ Тавăш кỹллине. Ĕлĕкхи пекех çут çанталăк палăкĕ пултăрччĕ вăл. Халăхшăн çуталса вырттăр, малашлăхшăн ĕçлетĕр. Çавăнпа ăна тĕпрен тасатса юшкăнне кăларассине йĕркелемелле, кỹлле тарăнлатмалла ĕнтĕ. Вырăнти ял администрацийĕ те хăй енчен пулăшу пама пултарĕ.

 

И.КОНДРАТЬЕВ

Кивĕ Пуянкасси ялĕ.



"Ял ĕçченĕ"
10 февраля 2017
13:35
Поделиться