Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Юбилей уявĕнче пултăмăр

Юбилей уявĕнче пултăмăр

Çак кунсенче Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче вылякан пултаруллă та хастар чăвашăн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн Владимир Николаевич Григорьевăн 50 çулхи юбилейĕ пулчĕ.

Эпир, Енĕш Нăрвашпа Тăрмăшри культура çурчĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем, уявра пултăмăр, кĕл чечексем парнелерĕмĕр, юрласа та, сăмахпа та саламларăмăр. Пирĕн ентеш, СССР халăх артистки Вера Кузьмина та ăшă сăмахсем каларĕ:

-Йывăр пулсан та чăтнă, М.Щепкин ячĕллĕ театр институтĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ хăй çамрăксене вĕрентет, - терĕ.

-Вера Кузьминична мана Петĕр Хусанкайăн тĕрленĕ виçĕ хитре кĕпине парнелерĕ, яланах пулăшса пычĕ, - терĕ Владимир Николаевич.

16 чăваш хĕрĕпе каччи вĕреннĕ пĕрле 5-мĕш чăваш студийĕнче, вĕсен шутĕнче - пирĕн ял каччи Сергей Иванов, паллă юрăç Сергей Кувшинов тата ытти артистсем те. Чăваш Республикин халăх артисчĕ С.Иванов Чăваш академи драма театрĕнче тĕрлĕрен рольсем калăплать. Юрласа та, выляса та саламларĕç пĕрле вĕреннисем.

Вырăс, чăваш драма, халăх театрĕсенчен, ял тăрăхĕсенчен тата ытти нумай учрежденирен килнĕ саламлама ăста артиста. Хăй те чылай спектакльте вылянă, вылять те: "Нарспире" - Сетнер, "Çĕпĕр дивизийĕнче" - Виктор тата ытти нумай-нумай роль калăпланă. Юмахри сăнарсене те ĕненмелле вылять.

Пирĕн района та нумаях пулмасть килнĕччĕ Владимир Николаевич, сăвăсемпе тĕрленчĕксене мĕнлерех вуламаллине ăнлантарчĕ. Республикăри халăх театрĕсен ĕçне-хĕлне йĕркелесе пырать вăл, фестивальсемпе конкурссем ирттерес енĕпе нумай вăй хурать. Пирĕн районта та икĕ халăх театрĕ: Енĕш Нăрвашпа Тăвай ялĕсенче. Вĕсем ял халăхне тĕрлĕрен спектакльсем кăтартса савăнтараççĕ, артистсенчен кая мар выляççĕ.

Уйрăмах Енĕш Нăрваш халăх театрĕ тĕрлĕ фестивальсене хутшăнать, Киров таранах çитрĕç вĕсем пĕлтĕр. Зоя Васильева режиссер ăнăçлă ертсе пырать коллектива. Хамăр та театр кружокне çỹрекенсемпе "Ялта", "Кай, кай Ивана". "Хаврук инке сывалать", "Таня" ятлă спектакльсене лартнă, халĕ те хатĕрленетпĕр-ха.

"Халăх коллективĕ" ята çĕнсе илме пĕрре те çăмăл мар. Пирĕн ялта та малтанхи тапхăрта, 1960-1980 çулсенче, Тăрмăш халăх хорĕ вăйлă пулнă, Мускаври Кремльте чăваш юррисене шăрантарнă, Хусанта, Ульяновскра иртекен фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. 50 çынтан тăракан халăх хорне Н.Д.Казаков йĕркелесе пынă. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман çавăн пек вăйлă ỹсĕмсем. Паллах, Нил Дмитриевича пулăшаканĕсем пулнă. Александр Дмитриевпа Василий Максимов купăсçăсем яланах пĕрле пулнă тата ертỹçĕсем те пулăшнă. Тăрмăш халăх хорĕ пĕтмен, ăна Н.П.Петрова (вăл тапхăрта культура пайĕн пуçлăхĕ Пулнă) Тăвайне куçарнă. Паян кун та вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Нумай фестивальсене, смотрсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Хора чылай çул хушши Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Павловна Маркова ăнăçлă ертсе пырать. Апла пулсан пурăнать-ха халăх хорĕ, пурăнать, çавăнпа та чун савăнать!

Хальхи вăхăтра та çăмăлах мар пысăк коллективпа ĕçлеме. Юрать-ха, районти культура пайĕнче ĕçлекен методистсем ăнланаççĕ çакна. Арина Юрьевна яланах пулăшса пырать пире. Халăх ушкăнĕпе концерт-спектакльсемпе ытти ялсене, регионсене тухса çỹреме транспорт çукки чăрмав кỹрет. Çапах та аптăрамастпăр-ха. Чăваш Енре иртекен тĕрлĕ енлĕ мероприятисене, Республика кунĕ таранах, коллективпа хутшăнатпăр, пултарулăха кăтартатпăр. Çакă, паллах, усăллă, тавракурăма аталантарать, пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарать тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.

 

Е.МАТРОСОВА,

Тăрмăшри культура çурчĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Тăрмăшри тата Енĕш Нăрвашри пултарулăх ушкăнĕн членĕсем Чăваш академи драма театрĕн артисчĕпе, Тăрмăшра çуралса ỹснĕ Сергей Ивановпа тĕл пулнă самантра.



"Ял ĕçченĕ"
10 февраля 2017
13:39
Поделиться