Хаваслă стартсем
Элпуç шкулĕ уйăхлăх вăхăтĕнче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенчен пуян. Вĕсен шутне 1-4 классем валли ятарласа ирттернĕ "Хаваслă стартсене" те кĕртмелле.
Кашни командăра тăватшар арçын ачапа хĕрача пулнă. Малтанах ачасем ушкăнсене ятсем панă, девизсемпе паллаштарнă. Ун хыççăн хĕрỹ тупăшу пуçланнă.
Еплерех кăна вăй виçмен пулĕ çамрăк спортсменсем: ункăпа çăмхасене маларах кустарса çитерессипе те, "шурлăх" урлă урасене йĕпетмесĕр каçассипе те, скакалкăпа спортзалăн тепĕр вĕçне çитсе, ăна çăмхапа улăштарса чупса килессипе те, харăсах виçшер пысăк мечĕк йăтса чупассипе те - тата ытти нумай хаваслă тупăшусенче. "Футболистсем" команда пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен. Вĕсенчен кăшт çеç кая юлса "Титан" - иккĕмĕш, "Туслăх" команда виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Куракансем - шкул ачисемпе вĕрентекенсем - ăмăртакансене тупăшу вăхăтĕнче алă çупса хавхалантарнă. Çĕнтерỹçĕсене хисеп хучĕсемпе чысланă.
С.КОНСТАНТИНОВА,
вĕрентекен.