Районти пайщиксен пухăвĕнче
Пирĕн районти кооператорсем хăйсен мероприятийĕсене çỹллĕ шайра йĕркелеççĕ. Çак кунсенче пайщиксен пухăвне ирттерме вĕсем район администрацийĕн пĕчĕк залне пухăнчĕç.
Малтан мандат комиссийĕн председателĕ Т.Иванова тухса калаçрĕ.
Редакципе шутлав комиссийĕсем ĕçе пуçăнчĕç кĕçех.
Çакăн хыççăн "Тăвайри кооператив" потребобщество ертỹçи В.Федоров 2016 çулта кооператорсем финанспа хуçалăх ĕçĕсене мĕнле туса пыни пирки каласа кăтартрĕ, потребкооперацине аталантармалли кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
Потребкоопераци - ял çыннисемшĕн тăрăшакан тĕреклĕ организацисенчен пĕри. Потребительсен обществинче паянхи куна 38 - суту-илỹ тата 13 апатлану предприятийĕсем, алкогольсĕр шыв кăларакан цех, çăкăр завочĕ ĕçлет.
Суту-илĕве лайăхлатса пырассипе чылай тимлет коллектив. Отчетлă тапхăрта хуçалăхри ĕçĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 273 миллион та 319 пин тенкĕпе танлашнă (суту-илỹ 196044 пин тенкĕ, обществăлла апатлану 30324 пин тенкĕ, производство 31727 пин тенкĕ, хатĕрлев - 15224 пин тенкĕ).
Йăнтăрчăри (328 пин тенкĕ), Çĕнĕ Пуянкассинчи (299,1 пин тенкĕ), Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ (298,2 пин тенкĕ), Тушкилти куллен кирлĕ таварсен магазинĕсенчи, "Новинкăри" сутуçăсем тавар туянакансене питĕ тăрăшса тивĕçтернĕ. 2016 çулта тепĕр 10 предприятин вара ваккăн сутмалли таварçаврăнăш калăпăшĕн кăтартăвĕ ỹсмен.
Обществăлла апатлану ваккăн сутмалли таварçаврăнăш калăпăшне 100,7 процент пурнăçланă. Маларахри çулпа танлаштарсан, 1122,0 пин тенкĕ пысăкрах ку. Кафепе закусочнăйĕнче çынсен кăмăлне каякан тĕрлĕ кулинари продукцийĕ хатĕрлеççĕ. "Тăвайри кооператив" общепит Чăвашпотребсоюз ирттерекен конкурссене тăтăшах хутшăнать. 2016 çулта пирĕн районти обществăлла апатланура ĕçлекенсем "Гурман уявĕ" номинацире диплом илнĕ.
"Тăвай çăкăрĕ" тулли мар яваплăхлă обществăри производство подразделенийĕн пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ 31727,0 пин тенкĕпе танлашнă пĕлтĕр, Чăвашпотребсоюз системин пайĕнче 3,1 процентпа танлашать çак кăтарту. 53,4 тонна канфет изделийĕ хатĕрленĕ çулталăкра. Паянхи куна çăкăр заводĕнче 100 ытла тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Алкогольсăр шывсем кăларакан цехăн кăтартăвĕ 12127 декалитра çитнĕ. Пирĕн çăкăр пĕçерекенсем республикăра ирттернĕ "Чи лайăх продукци" конкурсра "2016 çулхи лайăх çăкăрпа булка изделийĕ" номинацире "сийлĕ булка" изделишĕн I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ пулнă. "Алкогольсĕр чи лайăх шыв" номинацире "Грушевый" ятлă пылак сĕткеншĕн çакнашкал сума тивĕçнĕ тăвайсем.
Пĕлтĕр кооператорсем çынсенчен 3532 центнер сĕт, 232 центнер аш-какай, 191 центнер çĕрулми, 39 центнер эмел курăкĕ туяннă. Уйрăм хресчен фермер хуçалăхĕсене 1413 центнер фуражлăх тырă сутнă.
Çынсене 5771 штук чĕпсем илсе килсе сутнă.
Халăхран сĕт пухассипе енĕшнăрвашсем, çĕнĕпуянкассисем, çăлпуçсем, улянкăсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Чутейри тата Кивĕ Пуянкасси ялĕсенчи магазинсем эмел курăкĕ ытларах туяннă ытти ĕçтешĕсенчен.
"Тăвайри кооператив" потребобщество 2016 çулта инновациллĕ икĕ проекта хутшăннă. Декабрь уйăхĕнче куллен кирлĕ таварсен 8 магазинне автоматизациленĕ.
Тепĕр инноваци проекчĕпе вара пĕр çулта 21,6 миллион тенкĕлĕх тавар туяннă.
Çулталăкра 13 çынна пайщике илнĕ, 5 кооперативлă участокра пурĕ 361 пайщик шутланать.
Пирĕн магазинсем ялсенче пурăнакансемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Вулакансене валли "Российская кооперация", "Советская Чувашия", "Хыпар", "Ял ĕçченĕ" хаçатсем çырăнса панă. Çынсем тавар илнĕ хыççăн çапла тĕрлĕ информаципе паллашма та пултараççĕ.
Пĕлтĕр "Тăвайри кооператив" общество 25,0 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу панă, шкулсене, чиркỹсене, ветерансене тимлĕхсĕр хăварман.
Потребобщество Тăвай енри ĕç паракан чи пысăк организаци шутланать. 228 çын тăрăшать системăра (суту-илỹре - 138, обществăлла апатланура - 42 работник, производствăра - 48).
Потребкоопераци ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне спортра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Районти тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухса та савăнтараççĕ.
Ветерансене те манмастпăр эпир, 151 çын шутланаççĕ вĕсем. Ватăсен кунĕсенче уявсем йĕркелетпĕр аслă ăрупа пĕрле, "Салют" кану çуртне канма яратпăр.
"Кăçалхи çула тупăшлă вĕçлессишĕн (законра кăтартнă майсемпе усă курса) кашни ĕçченĕн халех тимлеме пуçламалла. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса тăрăшмалла пирĕн, яланах пĕрле пулмалла", - тесе вĕçлерĕ калаçăвне Вячеслав Николаевич.
2016 çулхи финанс ĕçĕсене тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе ревизи комиссийĕ паллаштарчĕ.
Доклада сỹтсе явма район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пайăн начальникĕ В.Чайкин, Çăлпуçĕнчи магазинра ĕçлекен Г.Александрова, Чỹкçырмисемпе вăрманхĕррисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерекен И.Гаврилова, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Сормов, "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Л.Якку, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ И.Яшмолкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке хутшăннă.
Пухура сĕтпе эмел курăкĕ чылай пухнисене, суту-илỹре ырă тĕслĕх кăтартнисене, "Ял ĕçченĕ" хаçат редакцине тĕрлĕ наградăсемпе савăнтарнă.
А.ИВАНОВА
Е.ШИБАЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ