Чăваш Ен кубокĕшĕн
Юлашки çулсенче пуçласа вырăс шашкипе Чăваш Ен кубокĕшĕн пынă ăмăртусем халичченхи пек Шупашкар хулинче мар, кăрлачăн 28-29-мĕшĕсенче Патăрьелĕнче иртнĕ. 19 шашист хутшăннă, çичĕ çаврăмпа кĕрешнĕ. Чăваш Ен кубокĕшĕн пынă хĕрỹ тупăшусенче пирĕн ентеш (Тăрмăш çынни, Мускавра пурăнать) Василий Геннадьевич Семенов 6 очко пухса пĕрремĕш вырăна тухнă. Вăл хăйне пысăк ăмăртусенче тахçанах пултаруллă кăтартса панă ăста, халичченхинче те шанăçĕпе чысне ỹкермен. Çĕнтерỹçĕ вырăс шашкипе Чăваш Ен кубокне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта, 5 очкопа, Канаш çынни Сергей Егоров. Виççĕмĕш вырăнта - Евгений Соловьев. Унăн та 5 очко, вăл та Канаш енчисем.
В.НИКОЛАЕВ, шахматист.
Тăвай ялĕ.