Мĕскĕн халăх пулас марччĕ
Пĕлĕш ачи чăваш ялĕнче пурăнать пулин те, ял çыннисемпе вырăсла калаçни тарăн шухăша ячĕ. Ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ чăвашсемех. Йăх тымарĕсенче те пĕр хутăш халăх та çук.
Ăçта çитсе тухрăмăр капла, чăвашсем? Мĕншĕн тăван чĕлхене хĕссе кăларса урăх чĕлхепе кăна калаçма пуçларăмăр? Тен, чĕлхе историне, тăван халăх культурине пĕлменни, тавракурăм ытла та ансăрри, ăс-тăн çивĕчсĕрри, тăван атте-аннене, тăван халăха хакламанни илсе çитерет çак утăм патне?
Мĕн каланă пулĕччĕç-ши тăван чĕлхерен писсе урăх халăх чĕлхине йышăннă чăвашсене пирĕн несĕлĕмĕрсем?
Чăваш халăхĕ авалхи халăх шутланать. 13-мĕш ĕмĕрте монгол-тутарсем пирĕн халăхăн пысăк йышне пĕтернĕ. Апла пулин те, çĕнĕрен хунав ярса хăй чĕлхине упраса хăварма пултарнă вĕт-ха пирĕн халăх! Çав вăхăтрах çĕр çинче мĕн чухлĕ халăх пĕр йĕрсĕр çухалнă, унпа пĕрлех чĕлхи те пĕтнĕ.
Хăш енчен начар эпир чăвашсем?
Пирĕн халăх нихăçан та ют халăха тапăнман, ун пурлăхне те хапсăнман. Хур та туман. Чăваш авалтанпах хăйĕн ĕçĕпе тăранса пурăннă, выльăх-чĕрлĕх усранă, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ, тырпул, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, вĕлле хурчĕ тытнă. Тĕрĕ тĕрлеме, пир тĕртме, чăпта çапма, ал ĕç тума, çăм атă йăвалама çав тери ăста пулнă.
Халăх сăмахлăхĕ хăй мĕне тăрать. Юрри-ташши, тĕрри тата!
Халăх йышĕпе Раççейре пиллĕкĕмĕш вырăнта эпир (шел пулин те пушкăртсем ку тĕлĕшпе пиртен иртсе кайрĕç). Паянхи кун тĕлне пĕр миллион та пилĕк çĕр пине яхăн чăваш шутланать. Вĕсенчен вăтăр проценчĕ хăйне чăваш тесех шутламасть. Ашшĕ-амăшĕ, йăх тымарĕсем чăвашсем пулман, камсем-ха вĕсем?
Мĕн хистет пире хамăрăн тăван чĕлхене манса, унран ютшăнса урăх чĕлхепе калаçма? Атте-аннене тиркесе урăх атте-анне шырани мар-ши ку?
Пирĕн несĕлĕмĕрсем нихăçан та мĕскĕн пулман. Вĕсем хăйсемшĕн тăма пĕлнĕ. Чĕлхемĕре, сăмахлăха, юрра-ташша йăхран йăха, ламран лама упраса пирĕн пата çитернĕ. Мул çумне мул хушмалла чухне, çак пурлăха, пуянлăха çухатса пыратпăр, мĕскĕне тухатпăр, çак ята хамăра хамăр паратпăр.
Хальхи вăхăтра район центрĕнчи хăш-пĕр садиксенче те чăваш ачисемпе вырăсла çеç калаçаççĕ, тен, чăвашла калаçма хушмаççĕ те пуль. Пĕчĕкскерсен, тăван чĕлхене юратас туйăм майĕпен чакса пырать, юлашкинчен сỹнсех ларать. Шкул çулне çитнĕ çĕре чăваш чĕлхи вĕсемшĕн чи йывăр предмет пулса тăрать. Килте те чăвашла калаçманран тăван чĕлхепе ĕлкĕрсе пыраймаççĕ кун пек ачасем.
Чăваш ялĕсенче пурăнакан хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ (маларах çырнине шута илмесĕр) ачисене тỹрех вырăсла калаçтарма тапаçланать. Вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла вĕрентме хапăл пулсан, чăваш чĕлхине - тăван чĕлхене - мĕншĕн шута хумаççĕ? Чăваш чĕлхине пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме чăрмантарать имĕш, акцент тени хăратать ашшĕ-амăшне. Чăн та çаплах-ши вара?
Тăванăмăрсен ачисем 14 çула яхăн урăх республикăра пурăнчĕç. Ялта та мар, хулара. Кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ялне хăнана килсен чăваш ачисемпе тĕлĕнмелле илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçатчĕç. Вырăсла та чăн вырăссем пек сăмахлатчĕç. Мăнукĕсем тăван чĕлхепе калаçнăшăн шутсăр савăнатчĕç ватăсем. Паянхи кун та икĕ чĕлхепе чĕвĕлтетеççĕ.
Аслă хĕрĕм вырăс каччипе çемье çавăрчĕ, пĕчĕк хĕр пĕрчи çитĕнет. Чăваш ялĕнче ỹснĕ пулин те, вырăсла тап-таса калаçать. Вырăс тăвансене мăнукне ỹсерехпе кукаçипе кукамай чĕлхипе калаçма вĕрентес пирки пĕлтерсен, вĕсем пĕрре те хирĕç пулмарĕç, савăнчĕç çеç.
Хирĕçлеместĕп, вырăс чĕлхине те вĕрентмелле ачасене. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи пире кун çути пекех кирлĕ. Унсăрăн çул хупă. Ытти халăхсем те хăйсен ачисене вырăсла калаçма вĕрентеççĕ, çав вăхăтрах вĕсен ачисем тăван чĕлхепе шыв юхнă пек калаçаççĕ, ăна хисеплеççĕ, унпа мăнаçланаççĕ.
Иртнĕ çул Адыгей тăрăхĕнче пулма тỹр килчĕ. Унти халăх тăван чĕлхе кирлĕ мар тесе каламасть. Вырăсла пĕлеççĕ пулин те, çемьере те, ĕçре те, пур çĕрте те хăйсен чĕлхипе калаçаççех.
"Ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхепе калаçма вĕрентетпĕр. Ачасем наци шкулĕнче вĕренеççĕ. Кĕçĕн классенче хăш-пĕр предметсене адыгей чĕлхипе ăнлантараççĕ. Ялта пурте тăван чĕлхепе калаçнăран вĕрентекенсене те ĕçлеме çăмăл. Икĕ чĕлхене ăнлантарса вăхăта сая ямаççĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, мĕн ăнланаççĕ çак ỹсĕмри ачасем вырăсла? Ялтан ниçта тухса курман ашшĕ-амăшĕ ниепле майпа та пепкисене урăх чĕлхене çỹллĕ шайра вĕрентейместех!
Шкул çулне çитнĕ тĕле вырăс чĕлхи çине куçатпăр. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхине тăван чĕлхене пĕлнĕ пекех пĕлмелле. Анчах вăл пирĕншĕн иккĕмĕш чĕлхе шутланать", - терĕç мана чĕлхе пирки сăмах хускатсан. Тỹрех И.Я.Яковлев чăваш халăхне вĕрентсе каланă сăмахсем аса килчĕç: "Вырăс чĕлхи чăвашсемшĕн сывлăш пекех кирлĕ. Ăна та тăван чĕлхене пĕлнĕ пекех пĕлмелле. Анчах та вырăс чĕлхи чăвашăн тăван чĕлхи вырăнне мар, унпа юнашарри пулмалла". Чăваш халăхне вĕрентсе каланине чăвашсем мар, ытти халăхсем ăша хывнă-мĕн.
Кỹршĕллĕ пурăнакан тутар халăхĕ те хăйĕн чĕлхи çинчен начар каланине илтмен.
Тутарстанри шкулсенче 9-мĕшпе 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем çулсеренех тутар чĕлхипе экзамен тытаççĕ. Пирĕн республикăра ку йĕркене темиçе çул каяллах пăрахăçларĕç, кунта та чăваш чĕлхине хĕссе кăларчĕç. Çак вĕренỹ çулĕнчен 9-мĕшсем çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытма пуçлаççĕ, анчах пурте мар, кам тытас тет _ çавă.
Чăваш чĕлхипе экзамен тытнă вăхăтсенче вĕренекенсем тăван чĕлхене ответлăха туйса, юратса вĕренетчĕç.
Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, теççĕ. Чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулсан, икĕ чĕлхе çине те пĕр пек пăхмалла. Ытти республикăсенче те шкултан вĕренсе тухакансем ППЭ тытаççĕ. Тепĕр экзамен хушăнсан нихăшĕнче те тăван чĕлхене тĕкĕнмеççĕ, урăхла майсем тупаççĕ, тăван чĕлхепе экзаменсене сыхласа хăвараççĕ. Пирĕн республикăри вĕренекенсен чун апатне тытса илеççĕ, хамăр чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр пулин те!
Чĕлхене пĕтермелле мар, аталантармалли мелсем шырамалла. Çавăн чухне çеç тăван чĕлхе татах та çепĕçрех, илемлĕрех янăрĕ.
Ачăрсене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентместĕр пулсан, вĕсем сире хисеплеми пулĕç. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупма та йывăр пулать кун пекскерсене. Мĕншĕн тесен сирĕн ывăл-хĕрĕр нихăçан та урăх халăх çынни пулаймасть (чĕлхине пĕлет пулин те), тăван халăх та йышăнмасть вĕсене. Ачăрсен чунĕнче сирĕн юн, чăваш юнĕ чупать. Ан пистерĕр ачăрсене хăвăртан! Чĕлхĕртен те! Тăван чĕлхене манакан никам та мар! Хисепре те мар! Тăван чĕлхене пĕлмен çын пушшех те! Никам та мар пуличчен тăван халăха хисеплесчĕ, ун чĕлхине алла илесчĕ.
Тем каласан та чăваш хăйĕн тăван чĕлхисĕр пурăнаймастех. Хăйне хăй хисеплекен çын темиçе пин çухрăмра пурăнсан та тăван чĕлхене манаймасть, уншăн тунсăхлать. Ахальтен мар нумайăшĕ ватлăхра хăй çуралса ỹснĕ тăрăхах таврăнать.
М.ПЕТРОВА,
Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.