Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Усăллă та инкексĕр Интернет

Тăвайри ача-пăча библиотекинче республикăри "Интернет усă кỹтĕр" акци никĕсĕ çинче "Инкексĕр Интернет" курав-калаçу иртнĕ.

Çамрăк вулакансене мультимедиллĕ презентаци кăтартнă, ун тăрăх ачасем социаллă сетьсенче мĕнле пулмалли, пĕлмен çынсене харпăр хăй даннăйĕсене парассинчен сыхланмалли, сетьре мĕнле видео тата сăнỹкерчĕк вырнаçтармалла марри тата мĕнле кĕтменлĕхсемпе хăрушлăхсем пулма пултарни çинчен пĕлнĕ. Унтан вĕсем ачасен интереслĕ сайчĕсем тăрăх çулçỹреве тухнă, вĕсенче тĕрлĕ вăйăсем, викторинăсем, интереслĕ пуçватмăшсем, ребуссем пулнă. Ачасем вĕренỹре пулăшма пултаракан рубрикăсемпе те интересленнĕ. Анчах Интернет усăллă информацисемпе тивĕçтернисĕр пуçне ачасен сывлăхĕпе психики çине начар витĕм кỹме пултарать. Çавăнпа ачасемпе çамрăксен унпа хăрушсăрлăхсăр усă курма хăнăхмалла, ашшĕ-амăшĕсен те ачисен пурнăçĕпе канăвĕ тĕрлĕ енлĕ те кăсăклă пултăр тесе тăрăшмалла.

 

Г.ТИМОФЕЕВА



"Ял ĕçченĕ"
17 февраля 2017
09:49
Поделиться