Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шкул ачисем музейре

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ вĕçленсе пырать. Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти вĕренекенсем ялти музее тăтăшах çỹреççĕ, унти материалсемпе усă курса тĕрлĕ проектсене хутшăнаççĕ, рефератсем çырса хатĕрлеççĕ. Раççейĕн пулас хỹтĕлевçисене, паллах, тĕрлĕ çар экспоначĕсем интереслентереççĕ. Ара, шкул ачисен мăн аслашшĕсемпе тăванĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Афганистан вăрçине, Чечняри тата ытти "вĕри точкăри" хирĕçтăрусене хутшăннă-çке-ха. Музейре пулнă чухне шкул ачисем хăйсен чи çывăх çыннисене палласа илсе вĕсемпе мăнаçланаççĕ те.

 

В.ПЕТРОВ.

 



"Ял ĕçченĕ"
27 февраля 2017
16:23
Поделиться