Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Афганецсене чыс та мухтав

Мучарти культура çурчĕн ĕçченĕсем Н.Деминапа Г.Шакшина тата библиотека заведующийĕ Г.Полячихина шкулта вĕренекенсемпе “Сана хÿтĕлекенсем” ятлă патриотла воспитани сехечĕ ирттерчĕç. 
Афганистанран хамăрăн салтаксене илсе тухнине палăртса тухса калаçрĕç пухăннисем. Çак вăрçă иртсе кайнă пулсан та, вилнĕ салтаксен ашшĕпе амăшĕн чĕрисенче тарăн йĕр хăварнине никам та манса каймасть. Ку вăрçăра Мучартан Александр Иванович Баданов, Геннадий Иванович Баданов, Владимир Васильевич Гладков, Александрпа Владимир Деминсем, Анатолий Геннадьевич Ерасов, Владимир Васильевич Козин, Сергей Николаевич Немов, Олег Анатольевич Шибалов пулнă, хăшĕ-пĕрисем çĕре кĕнĕ. Ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç. Афган вăрçи çинчен презентаци пăхрĕç. Нумай ыйту пачĕç. В.В.Деминпа Е.А.Шакшин вăрçă участникĕсем районти Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче пулса иртнĕ тĕлпулăва хутшăннă.


В.ЛАВРОВА.



"Ял ĕçченĕ"
17 марта 2017
13:58
Поделиться