Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Виçĕмкун Чăваш Енре, çав шутрах пирĕн Тăвай районĕ-нче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем çаксем пулчĕç: çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, 2017 çулта çул-йĕре тирпейлесе сарасси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çуркуннехи шыв-шуртан сыхланасси. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси те кун йĕркинчех.
Çак палăртнă ыйтусемсĕр пуçне мобильнăй телефонпа, Интернет çыхăнăвĕпе усă курса йĕркене пăсассинчен сыхă тăрас, банк карттисемпе асăрхануллă пулас, “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса ырă ĕçсем тăвас пирки тĕплĕ калаçусем пулнă.
Тĕлпулусенче наци телекуравĕн çĕнĕ технологийĕсем пирки, спутник урлă хыпарсене халăх патне илсе çитернине пĕлтернĕ. Чăваш Енре 2017 çулта Наци телекуравĕн çĕнĕ тапхăрĕ вăй илнĕ. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă, ăна татса пама республика хыснинчен 20 млн. тенкĕ уйăрнă. Наци телекуравĕн хыпарĕсене Чăваш Республикинче пурăнакансем патне çĕр процента çити илсе çитерме тĕллев лартнă.

Района Пĕрлехи информаци кунĕ ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикинче ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина ертсе пыракан информушкăн килнĕ. Малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ-пе Владимир Ванеркепе тĕл пулнă. Владимир Алексеевич районăн кăçалхи икĕ уйăхри ĕçĕсемпе паллаштарнă.
Унтан информушкăн членĕ-сем район администрацийĕ-нче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Е.Сапаркина 2017 çулхи çул-йĕр ĕçĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх марафона хутшăнса хăйсен тÿ-пине хывнă çынсене, коллективсене тав тунă, çакă Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкĕнче пушшех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Пушар хăрушсăрлăхĕ-пе тивĕçтерес, çурхи ейÿ-рен сыхланас, территори тасалăхĕшĕн тăрăшас ыйтусемпе ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн Канаш хулинчи территори уйрăмĕн начальникĕ Вера Голович каланă. Районта çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке пĕлтернĕ.
Тăвай районĕн прокурорĕ Оксана Ястребова право йĕркине пăсасран профилактика ĕçне вăйлатасси тата мобильнăй телефонсемпе, интернет сечĕпе, банк карттисемпе усă курса тăвакан ултавлă ĕçсем тата вĕсенчен сыхланмалли майсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
Малалла информушкăн членĕсем районти ĕç коллективĕсенче пулнă. Вĕсенче çынсем хускатнă ыйтусене шута илнĕ, вĕсене тивĕçлĕ инстанцисенче пăхса тухма тăратаççĕ.
Çынсене харпăр хăй ыйтăвĕ-семпе те йышăннă.
Çитес çуракине - пысăк тимлĕх
Пĕрлехи информаци кунĕ-нчи тĕп ыйтусенчен пĕрне - çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленессине - уйрăм тимлĕх уйăрнă информушкăнсен членĕсем. Çакна ăнланмалла ĕнтĕ: санкцисем айккинче тăччĕр, хамăрăн продукцине ытларах тата ытлă-çитлĕ туса илмелле. Ака лаптăкĕсен структурине илес пулсан, республикипе 2017 çулхи тухăç валли пĕтĕмĕшле ака лаптăкĕ 585 пин гектар е умĕнхи çулхин 101,5 проценчĕ чухлĕ пулĕ. Çуракине 320 пин гектар çинче туса ирттерме палăртнă. Çакăн çуррине пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 39,7 процентне выльăх апачлĕх культурăсем, ыттине çĕрулми 5,6 процент, техникăлла культурăсем 3,3 тата 0,9 процент пахчаçимĕç йышăнĕç.
Кĕр тыррисем тĕпрен илсен, лайăх хĕл каçнă. Вĕсем республикипе 80 пин, пирĕн районта 2620 гектар.
Пирĕн районта çурхи культурăсем 13 пин гектар çинче вырăн тупĕç. 9 пин ытла гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем валли уйăраççĕ. Çĕрулми 50 гектартан кая мар лартса тума палăртнă. Халиччен ăна чылай ытларах лаптăкра çитĕнтернĕ пулнă. Ялта тавар туса илекенсем çавăн пекех севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕр тата ытти çимĕçсем туса илĕç.
Республикăра 49,6 пин тонна (планăн 102 проценчĕ), çав шутра пирĕн районта та, пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене çителĕклĕ - 2380 тонна (106 процент) - хатĕрлесе хунă. Пахалăхне тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 81 проценчĕ кондициллĕ. Çĕр ĕçлекенсем лайăх сортлă паха вăрлăхсем хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ. Çурхи туллăн, урпан, сĕллĕн, кукурузăн элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхĕсене А.Моряков, В.Грачев, С.Илларионов, С.Михайлов, А.Исаев, А.Гладков хресчен фермер хуçалăхĕсем тата “Акконд-агро фирма” АО туянса хатĕрленĕ - пурĕ 205 тонна. Çакна асра тытни кирлĕ: лайăх сортлă паха вăрлăх - хăех тепĕр тухăç.
Тухăçа удобренисем пысăк витĕм кÿреççĕ. Пĕлтĕр республикипе витĕм кÿрекен веществосемпе шутласа 12,3 пин тонна е кашни гектар пуçне 26 килограмм минераллă удобренисем хывнă, тырă тухăçĕ начар мар пулнă.
Республикăра 5 пысăк организаци минераллă удобренисемпе тивĕçтерет. Çапах та 60 процентне ытла “Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕ” предприятирен туянаççĕ. Ку вăхăт тĕлне районти хуçалăхсем 279 тонна (20 процент) минераллă удобренисем кÿрсе хатĕрленĕ. Удобрение “Чутеевский” ЯХПК, В.Грачев, А.Моряков, С.Михайлов, Ю.Федоров, В.Николаев ХФХсем туяннă. Килĕшÿсем туса хунă хуçалăхсем те пур.
Çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянса хатĕрлессипе уйрăмах хастар ĕçлеççĕ, ку вăхăт тĕлне 218 тонна (88 процент) туяннă.
Паллах, уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан техникăна малалла юсаса йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, Тушкилти С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Владимир Ильич Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, кунта тракторсене, ытти техникăна юсассипе малалла ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикинче çурхи уй-хир ĕçĕсене чи лайăх сроксенче туса ирттерме 2,88 млрд.тенкĕ, пирĕн районти хуçалăхсене 19 млн. тенкĕрен кая мар укçа кирлĕ, хальлĕ-хе 12 млн. тенкĕ ытла е 65,3 процентне льготăллă кредитпа тивĕçтернĕ.
Ака лаптăкне ÿстерни, ку тĕлĕшпе юлашки вăхăтра акса туман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни, пысăк тухăçлă тата белоклă культурăсене çул пани, техникăпа, минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе, укçа-тенкĕпе, кредит ресурсĕсемпе тухăçлă усă курни, технологие, чи лайăх сроксене пăхăнни çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă туса ирттерме тата вăйлă тырпул никĕ-сне хывса хăварма май парĕ.
Çул-йĕр ĕçĕсем 
“Республикăри çулсем пĕтĕмпех лайăх пулмалла” тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕ-сен ертÿçисемпе ирттернĕ эрнери канашлура. Унта Пĕрлехи информаци кунĕн кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр çивĕч ыйтăва - автоçулсем пирки сÿтсе явнă.
ЧР транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне республикăра автоçулсене юсама пуçланă. Вăл, паллă ĕнтĕ, сывлăш температури улшăнса тăнă тапхăрта вăхăтра юсаман е çав ĕçсене технологисене пăхăнса пурăçламан вырăнсенче ванать. Кунашкал вырăнсем пирĕн çулсем çинче те сахал мар. Министр хăйĕн сăмахĕ-нче специалистсем çулсем çинчи ĕçсене пурнăçланă чухне технологие çирĕп пăхăнманнине палăртнă.
Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕ 2017 çулта 5 млрд. та 103 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутран 3 миллиард тенкине çĕнĕ объектсем тунă çĕре, 2 миллиард тенкине яхăн çулсене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме уйăраççĕ. “Укçа енчен нимĕнле чăрмав та çук. Транспорт министерствин, вырăнти хăй тытăмлăхăн влаç органĕсенче ĕçлекенсен, строительство организацийĕсен ĕçе тÿрĕ кăмăлпа вăхăтра пурнăçласа пырассишĕн тăрăшмалла”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл çулсем çинчи путăк-шăтăксене çу ?май/ уйăхĕччен сапласа-тирпейлесе çитермеллине кăтартса панă. “Енчен те строительство организацийĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пымаççĕ пулсан, вĕсене явап тыттармалла”, - тенĕ вăл. Путăксене сапланипе çеç май килменни, малашне çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсем тума тăрăшмалли çинчен те каланă регион ертÿçи. Çул юсакан организацисен вара ĕç пахалăхĕ пирки тарăнрах шухăшлама тивет. Нимĕнле вăрттăнлăх та мар, аварисен сăлтавĕ чылай чухне çул пахалăхĕпе çыхăнса тăрать. Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли требованисене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан Кодекса улшăнусем кĕртнĕ май яваплăх тата ÿсет.
2017 çулта регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автоçулсем çинче чылай ĕç тума палăртнă, çак шутра “Аниш” автоçул çинчи Тăвай районĕнчи Тăм шывĕ çинчи кĕпере 1,05 километр тăршшĕ реконструкцилессине вĕçлесси те кĕрет. Ăна кăçалхи пĕрремĕш çур çул вĕçнелле хута яма палăртаççĕ. Çавăн пекех район территорийĕнче кăçал Тăвай - Чутей - Кайпăç автоçула пĕлтĕр юсаса çитнĕ вырăнтан малалла тĕпрен лайăхлатса тăваççĕ. Районта Сăхăтпуçне пыракан çул кукринчен пуçласа Тушкиле çитичченхи çула тĕпрен юсаса çĕнетме пăхнă, Тăвай - Нÿ-шкасси çулне çенетсе лайăхлатас ыйттăва татса парассипе те малалла ĕçлеççĕ.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçлама та укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
6 ял тăрăхĕнче 3 километр та 522 километр тăршшĕ хытă сийлĕ автомобиль çулĕсем тăвасси вĕçленсе пырать. Районти тата ял тăрăхĕсенчи автомобиль çулĕсене пăхса тăма 8 миллион та 500 пин тенкĕ пăхнă.
Информаци кунĕнче ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.


И.ГЛАДКОВ



"Ял ĕçченĕ"
17 марта 2017
14:07
Поделиться