Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Самбо кĕрешĕвĕпе ăмăртусем

“Аль” физкультурăпа спорт комплексĕ-нче Тăвай районĕнче самбо кĕрешĕвĕпе мала тухассишĕн уçă ăмăртусем иртрĕç. Унта Канаш хулинчен, Шăмăршă, Муркаш тата Вăрмар районĕсенчен те хутшăнма кăмăл тунă. Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕн залне 100 ытла самбистпа 60 ытла ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем тата куракансем пухăнчĕç.
Малтанах чи çамрăккисем - 10 çулхи кĕрешÿçĕсем тытăçнă. Вĕсен ăсталăхĕ аплах мар пулсан та, çĕнтерес кăмăлĕ çав тери пысăк. Ашшĕ-амăшĕ тата юлташĕсем хавхалантарса тăнипе ачасем пĕр-пĕрне çĕнтерме вăй хучĕç. Пĕчĕк виçе категорийĕсенче “Аль” ФСКран Андрей Семенов, Родион Нилов тата Савелий Петров çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вăтам виçе категорийĕсенче Давид Григорьев, Кирилл Антонов, Игорь Табаков иккĕмĕш, Глеб Сормов, Дмитрий Звонарев, Илья Петров, Денис Яшуткин тата Данил Крылов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Аслă ÿсĕмри ушкăнрисем вара уйрăмах çине тăрса тупăшрĕç.
“Аль” ФСК самбисчĕсем - Чăваш Енре мала тухассишĕн пынă ăмăртусен тата Чăваш республики чемпионачĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем. Анчах хальхинче вĕсем çĕнтереймерĕç. Асăннă виçе категорийĕнче Шăмăршăран килнĕ Антон Чураев _ Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ - çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Денис Иванов, виççĕмĕш вырăнсене Дмитрий Соколовпа Сергей Григорьев (пурте “Аль” ФСКран) тивĕçлĕ пулчĕç. 62 килограмм таран виçере Шăмăршă каччи Евгений Силин, вăл та Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинчен, çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Тăвайри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Николай Тимофеев. 
68 килограмм таран виçе категорийĕ-нче те хытă кĕрешÿ пычĕ. Финалта Чăваш Енре мала тухнă икĕ çĕнтерÿçĕ - “Аль” ФСКри Егор Ивановпа самбо енĕпе Чăваш Ен чемпионĕ, дзюдопа çĕнтерÿçĕ пулнă Иван Егоров тĕл пулчĕç. Хальхинче хĕрÿ тупăшура Вăрмар самбисчĕ çĕнтерчĕ, Егор Иванов вара иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Самбистсем юлашкинчен самбо кĕрешĕвĕпе мала тухассишĕн пынă ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Тăвай район администрацине, Александр Разумович Казакова (“Молочный двор”) тата Регина Николаевна Нилована тав сăмахĕсем каларĕç. Пĕлтĕр турнира ирттерме Александр Витальевич Хумышев укçан пулăшу панăччĕ.


М.АНДРЕЕВ



"Ял ĕçченĕ"
17 марта 2017
13:09
Поделиться