Шашка-шахмат турнирĕсем
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тăвайĕнче “Ял ĕçченĕ” хаçат призĕшĕн шашка турнирĕ иртрĕ. Турнирта вылякансем пиллĕкĕн кăна пулчĕç, çавах кĕрешÿ хĕрÿ иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна А.И.Афанасьев (Тăрмăшран) çĕнсе илчĕ, А.П.Шишов - иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕш вырăнта - В.А.Николаев.
Тепĕр куннех, пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, “Ял ĕçченĕ” хаçат призĕшĕн шахмат турнирĕ пулчĕ. Ку вăйăра 10 шахматист тупăшрĕ. 9 очкоран 6,5 очкопа В.И.Семенов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене ултшар очко пухса Н.И.Кондратьев, В.Г.Пастухов, В.А.Дмитриев тата К.В.Григорьев тухрĕç. Коэффициентсене шутланă хыççăн иккĕмĕш вырăна В.Дмитриев, виççĕмĕш вырăна К.Григорьев тивĕçрĕç.
1-3 вырăнсене йышăннисене грамотăсем тата çитес çур çулта илсе тăма “Ял ĕçченĕ” хаçата тÿлевсĕр çырăнса пачĕç.
Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи ял тăрăхĕсенчи шашкăлла тата шахматла выляма юратакансен командисем хушшинче турнир пулать. Командăсенче 3-шер çын пулмалла: шахматпа - 1 арçын, шашкăпа - 1 арçын тата 1 хĕрарăм. Кĕрешÿ ФИДЕ правилисемпе иртет. Шахматла выляканăн вăйă вăхăчĕ 30-шар минута, шашкăлла выляканăн 10-шар минута тăсăлать. Кам нумайрах очко пухать, çав çĕнтерÿçĕ пулса тăрать.
Турнир Тăвайĕнче ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн çуртĕнче, шашка-шахмат клубĕнче, 10 сехетре пуçланать.
Ю.АРЕСТОВ