Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Профессорпа паллашни

Профессорпа паллашни

“Ял ĕçченĕ” хаçатăн февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнчи номерĕнче “Тăвай ялăм манăн, Çăлпуç хуторĕ” статья кун çути курнăччĕ. Сăмах унта Тăвайпа Çăлпуçĕнчен урăх вырăна - Тăвайпа Вăрмар районĕсем чикĕленнĕ çĕре куçса ларнă Çăлпуç ялĕ пирки пырать. Çĕнĕ ял 22 кил куçса ларнипе йĕркеленнĕ пулнă. 1933 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче шăпах çак ялта çуралнă та маларах асăннă статьяна çырнă Виссарион Семенович Пряников, халĕ ĕнтĕ чылайранпа профессор, техника наукисен докторĕ.
Виссарион Семенович статйине темиçе хутчен те вуласа тухрăм. Куçăмсен умне статья авторĕ хăй те уçăмлăн тухса тăчĕ. Унпа эпĕ Тăвайри “Туслăх” ?“Дружба”/ ресторанта пуçласа паллашнăччĕ. Вăл та, эпĕ те Вăрманхĕрри хĕрĕн, халĕ Тăвайра пурăнакан “Васкавлă пулăшу” тытăмĕ-нче ĕçлекен Зоя Дмитриевна Михайлован юбилейне пынăччĕ унта. Тăтăшах юнашар лекрĕмĕр, калаçрăмăр. Парнесем памалли вăхăт çитрĕ. Ытла та çавра, çепĕç те ăшă сăмахсем тупрĕ вăл юбиляр ячĕпе. Кашни ытарлă сăмахĕ ахах та мерчен пек.
Унтан ташлама пуçларĕç. Чăтса тăраймарĕ вĕт пирĕн профессор, ай-вай çаптарчĕ ташша. Кам шутлама пултарнă-ха çак 80 çулсенчи профессор çапла çăмăллăн та илемлĕн, кĕвĕ çеммипе килĕшÿ-ллĕн ташша илтерессе. Çакăнпа хавхаланнă халăх хыттăн алă çупрĕ. Хăй вара, нимĕнте пулман пек, сăпайлăн çеç сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Мăшăрĕ те пурччĕ унпа пĕрле, вăл та ташларĕ.
Пĕчĕклех нумай нуша тÿснĕ Виссарион Пряников. Çамрăклах амăшĕ вилнĕ. Виссарион улттăра чухне чире пула ашшĕ суккăрланса юлнă. Виçĕ пиччĕ-шне фронта илсе кайнă. Виссарион ашшĕпе кăна тăрса юлнă. Шăннă та, выçă та ларнă. Анчах нимĕн те хуçайман çамрăка. Вуннăрах колхозра ĕçлет. Темĕнле йывăр пулсан та, вĕренме тăрăшать: Сăхăтпуçĕнче тата Тăвайри вăтам шкулта, Канашри чукун çул училищинче... Сахалина ĕçлеме яраççĕ комсомол путевкипе. Унтанах çар службине илеççĕ. Службăна татсан, тăван ене таврăнать. Иккĕмĕш куннех Канашри каçхи шкулăн 9-мĕш класне вĕренме çÿрет, техника шкулĕнче вĕренет, 10-мĕш класс пĕтерсе алла аттестат илет, Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет. Çапла вара пур йывăрлăха та çĕнтерет. Çине тăрса малалла вĕренет. Ульяновскра, Хусанта, Мускавра ĕçлет, аспирантурăра вĕренет, наука ĕçĕсем çырать, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Диссертаци хÿтĕлесе техника наукисен кандидачĕ пулса тăрать. ЧПУ ректорĕпе Л.П.Кураков академикпе тĕл пулнă хыççăн, университетра радиотехника кафедри уçаççĕ. 1996 çулта, 63 çула кайсан, В.Пряников техника наукисен докторĕн ученăй степеньне илме диссертаци хÿтĕлет. 1999 çулта В.С.Пряникова ЧР электротехника наукисен Академийĕн членне суйланă. Вăл вĕрентнĕ нумай çамрăк радиоинженер пулса тăнă, хăшĕсем кандидат диссертацине те хÿтĕленĕ. Хăй вара, Виссарион Семенович Пряников, пурнăçăн тумхахлă çулĕпе утса тухса çĕршывĕ-пе паллă ученăй пулса тăнă.
Нумаях пулмасть Чăваш наци радиовĕ хыпар турĕ, 85 çула çывхаракан Пряниковсем ватлăхра хĕрĕ патне Чăвашран Мускава каяççĕ имĕш. Ачисемпе çывăхра пулас теççĕ пулĕ. Хĕрĕн икĕ ача, вĕсенчен пĕри мăн аслашшĕ-не пăхнă пулас, юрлама-ташлама ăста, музыка училищине вĕренме каясшăн, терĕ Виссарион Семенович. Ывăлĕ вара АПШра тĕпленсе пурăнать-мĕн, унăн та икĕ ача.
Иккĕленме кирлĕ мар, профессор тăван ене манмĕ, апла пулин те ăна çирĕп сывлăх та вăрăм кун-çул сунар.



"Ял ĕçченĕ"
07 апреля 2017
08:29
Поделиться