Вăтаяль пики
Аттепе анне тухаççĕ
Умăма куçа хупсан.
“Ачам ăс та вăй вăл”- теççĕ
Пурнăçра вăй хумалла.
Çак сăмахсем шăрçаланчĕç Таньăн сăвă йĕркисенче. Час-часах алла ручка тытать хĕр шухăшсем пуçра каплансан. Юратать вăл чăваш чĕлхипе çырнă хайлавсене вулама.
Вăтаялĕнчи Татьяна Соколова чăннипех маттур та пултаруллă. Тĕмер шкулне ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Мĕн ачаран илемлĕ çуртсем тăвас ĕмĕт-тĕллевпе пурăннăскер строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. Шут ĕçченĕ пулма вара экономика факультетĕнче ăс пухать.
Таня çамрăксен пурнăçĕ хăйне евĕр илемлĕ те интереслĕ пултăр тесе студентсен советĕнче вăй хума та вăхăт тупать. Вăлах волонтерсен юхăмне те ытти обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. Районта иртнĕ “Тăвай пики-2017” конкурсра ăсталăхне кăтартрĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ вăл. Малашне те ăнăçу сунатпăр сатур хĕре.