Чăваш эрешĕсен куравĕ
Кăçал та Ураскассинчи культура çуртĕнче “Кил хуçи хĕрарăмĕ” клуб аван ĕçлесе пычĕ. Эрнере икĕ кун ялти чи маттур хĕрарăмсем занятисене пухăнса ал ĕç ăсталăхне хăнăхрĕç. Вĕсем ятарласа çĕлетнĕ чăваш кĕписене наци эрешĕсемпе илемлетрĕç, хĕрарăмсен пуçа сырмалли масмакĕсене, ытти капăрлăхĕсене ăсталарĕç, бисерпа усă курса хитре чечексем турĕç, тĕрлеме кăмăллакансем вара сюжетлă ÿкерчĕксем те хатĕрлерĕç. Чи пултаруллă ăстасене те асăнса хăварас килет: Нина Никифорова, Альбина Александрова, Мария Ефремова, Валентина Григорьева, Валентина Васильева, Алина Никифорова, Татьяна Григорьева. Нумаях пулмасть вĕсем ятарлă курав тусах хăйсем ăсталанă япаласемпе ял çыннисене паллаштарчĕç.
Çак харсăр хĕрарăмсем ялти вулавăшра та яланах кĕнтĕ хăнасем. Унта иртекен мероприятисене те хавас-пах хутшăнаççĕ, хаçат-журнал, кĕнеке нумай вулаççĕ. Уйрăмăх Нина Ивановнапа Мария Васильевнана палăртса хăвармалла. Кунсерен тенĕ пекех кĕрсе тухаççĕ вĕсем библиотекăна. “Чăвашла тухнă çĕнĕ кĕнекесем килмен-и-ха;” - тесе интересленеççĕ.