Тавралăх пуянлăхĕшĕн
Экологи тĕлĕшпе Чăваш Енĕн сумлă ĕçсем çук мар. Республика федераци субъекчĕсем хушшинче экологи лидерĕсен йышне кĕме тивĕçнĕ. Каяша тирпейлекен завод хута кайнă, тасатакан çĕнĕ биологи сооруженийĕсем ĕçлеççĕ. Çакна нумаях пулмасть йĕркелесе ирттернĕ телепроектра та асăнчĕç. Çывăх çулсенче Тăвай районĕнче те таса мар шыва биологилле майпа тасатакан çĕнĕ станци хута каймалла. Республикăри икĕ районта каяша тиесе ăсатмалли станцисем тума пăхнă. Шупашкар хули çумĕнчи Питтукассинчи кивĕ свалкăна рекультивацилеме пуçлаççĕ - асăннă ĕç валли çĕршер миллион тенкĕ уйăраççĕ.
Ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе те пысăк ĕç тунă. Регион ертÿçи Михаил Игнатьев каланă тăрăх, хальхи вăхăтра республикăн тĕп хулинчи шыв тасатмалли хăватсем пĕтĕм хулана ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме май параççĕ. Хулана çеç те мар, ялсене те таса шывпа тивĕçтерес пирки пырать сăмах.
Шыв тасатмалли нумаях пулмасть хута янă проектпа ку чухне çĕршыв шайĕнче усă кураççĕ.
Татса памалли ыйту та сахал мар. Пыратăн-пыратăн та, çул айккисенче çынсем автомашинăсем çинчен пăрахса хăварнă ăпăр-тапăр пакечĕсене куратăн, вырăнсăр свалкăсем куç умне пулаççĕ тата ытти те. Апла пулсан çынсен экологи культурине аталантармалла, пĕрлех йăлари каяшăн, çÿп-çапăн саккунсăр йĕркеленнĕ свалкисемпе кĕрешмелле - экологипе, тăван тавралăх типтерлĕхĕпе, тасалăхĕпе çыхăннă ытти ыйтусем те куллен тивĕçлĕ тимлĕх ыйтаççĕ.
Районта тирпей-илем кĕртессине, йăлара пухăнакан каяша вырнаçтарассине, санкцилемен свалкăсене пĕтерессине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Çапах та тата ĕçлемелле-ха ку енĕпе. Предприятисемпе организацисем, учрежденисем, шкулсемпе суту-илÿ точкисем харпăр хăй территорисене кăçал та юр кайнă-кайманах тасатса тирпейлеме тытăнчĕç. Пасар умĕнчи америка вĕренин хунавĕсене касса типтерлерĕç. Унта халĕ хурăнсем çеç яшăм ÿсеççĕ, виç-тăватă йăва та пур вĕсем çинче. “Мега-Сити” умĕнче халичченхи пекех типтерлĕх. Йывăçсене касса йĕркеленĕ, тротуар енĕпе тăпра тăкса çеремлентернĕ. Тăвайри вăтам шкулпа “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕ тавра çуллен таса та чечеклĕ, çамрăк йывăçсем аталанаççĕ. Пĕр-пĕрне кура та хăтлă пурăнма вĕренсе пыратпăр. Картишсемпе пахчасене те, çăлкуçсемпе пĕвесене те йĕркене кĕртме тимлетпĕр. Анчах пур çĕрте те мар-ха. Юсавçăсене кĕтсе илеймен чухне, урамсенчи, çулсем çинчи хăш-пĕр пысăкрах шăтăк-путăксене те хамăрах питĕрме хăтланатпăр, эрозирен сыхланса пысăк мар çапă картасем тытатпăр, йывăçсем лартатпăр. Масарсене çуллен тасататпăр.
Çаксем пурте ырă кÿрессе шанатпăр.