Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Моряковсем те ăста алăллă

Моряковсем те ăста алăллă

“Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ” обществăлла организаципе унăн районти уйрăмĕ йĕркелесе ирттернĕ, чаплă лару-тăрура республикăра куçса çÿрекен “Наципе культура йăли-йĕ- ркисене упраса усракан тата амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парасси” курав уçнă. Ăна Чăваш Енри хĕрарăмсен I съезчĕ иртнĕренпе 90 çул тултарнине тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Пирĕн районти ылтăн алăллă çынсем чылай хутшăннă унта. Тăвайри Марина Владимировнăпа Евгений Николаевич Моряковсен кил-йышнех илер. Çемье пуçĕ чылайранпа Тăвайри вăтам шкулта технологи предметне вĕрентет. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тухать харсăр учитель.
Аркадий ятлă ывăлĕ те ашшĕ пек йывăçран каскаласа тĕрлĕ япала тума юратать. Тимофей те аслисем пек маттур пулма хăнăхса пырать. Чи кĕçĕнни - Кĕтерук, пĕчĕк-ха. Акă, вăхăт иртнĕ май сисмĕпĕр те, вăл та хăйĕн маттурлăхĕ- пе тĕлĕнтерме пуçлĕ.



"Ял ĕçченĕ"
16 мая 2017
08:09
Поделиться