Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Туслăх кĕперĕ хывăнчĕ

Пирĕн Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче чăннипех те пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Акă, халăх театрне ертсе пыракан Зоя Васильева çинченех нумай ăшă сăмах калама пулать.
Нумаях пулмасть халăх театрĕ 30 çул тултарнине паллă турĕ. Тĕрлĕ çĕртен хăнасем килсе çитрĕç сумлă уява. Ял-йыш та тулли зал пуçтарăнчĕ культура вучахне. Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, хăш-пĕр çитĕнÿсем пирки кăна кĕскен асăнса хăварас килет. Коллектив Н.Мордвинов ячĕллĕ регионсем хушшинчи театр фестивалĕнче “Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ” камите кăтартса I степеньлĕ лауреат дипломне çĕнсе илчĕ. Унтан республика шайĕнчи “Тамаша” фестиваль дипломанчĕ пулса тăчĕ. Кироври Пĕтĕм Раççейри “Чĕрĕ сăмах” конкурсра та енĕшнăрвашсене наци культурин йăли-йĕркине упрас, аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртса хаклав хучĕ панă. 
“Таçта та çÿретĕр концерт-спектакльсемпе, ман çуралнă Патăрьел районĕнчи Ульяновка ялне çитсе килейместпĕр-ши;” - çурри шÿтлесе те çурри чăнласа калатăп Зоя Ивановнана пĕр мероприяти хыççăн.
-Миçе çухрăм-ши унта çитме;
-Енĕш Нăрвашран 100 километр ытла пулĕ, - тетĕп.
Çак сĕнĕве Зоя Ивановна чăнласах йышăнса Патăрьел районĕнчи культура пайĕн ертÿçисемпе канашланă, районтисемпе те сÿтсе явнă. Икĕ енĕ те хапăлах пулнă. Инçе çула кайма тăрсан нумай ыйту сиксе тухать. Чи малтан техникăпа тивĕçтересси тăрать.
Районти пĕрлештернĕ клубсен системин ертÿçи Арина Алексеева автомашина уйăрса пама пулчĕ.
Культура çурчĕ çумĕнчи “Тĕпел” клуба çÿ- рекенсемпе Çĕнтерÿ уявĕ умĕн çула тухрăмăр. Пирĕн йыша Надежда Петрова та хушăнчĕ. Вăл та ман пекех Ульяновка хĕрĕ. Халĕ Нăрваш кинĕ, 2 ача амăшĕ. Светлана Ивановнапа 6_7 юрă та шăрантарчĕç пулĕ. Вĕсем “Сарпи” ушкăнран, иккĕшĕн те сассисем ытарлă, илемлĕ.
Кăнтăр вăхăтне çитрĕмĕр пулсан та халăх лăках пуçтарăннă: ватти-вĕтти, вăтам ÿсĕмрисем те. Питĕ тарават пулчĕç тăвайсене. Икĕ сехет ытла пычĕ концерт. Музыка енĕпе Вячеслав Ефимов хавхалантарса пычĕ. Ăсталăхĕ пысăк унăн, кирек мĕнле кĕвве илтсенех купăсне тăсса выляма пуçлать. Хăех юрăç та, сăвăç та, вăйăç та.
Куракансен кăмăл-туйăмне уçасси ертсе пыраканран та нумай килет. Ку енĕпе пирĕн Зоя Ивановна пултарнине районти ялсенче те аван пĕлеççĕ. Хăй кĕвĕленĕ юрăсемпе те тухрĕ сцена çине, ыттисене те шăрантарчĕ. “Çĕпĕр дивизийĕ” монолога каланă чухне вара нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Çапла тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ Нăрваш артистки патăрьелсене. Тăвăллăн алă çупса темиçе хутчен те кăларчĕç сцена çине ăна. 
Юлашкинчен пĕрле такмаксем каласа ташша çаптартăмăр, юрларăмăр. Икĕ район хушшинче туслăх кĕперĕ хывăнчĕ çапла. Концерт хыççăн вĕри чейпе, кукăль-пÿремечпе, вăрмантан халь татса килнĕ кăтра кăмпапа, ытти апат-çимĕçпе сăйларĕç. Пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăннă Райкка аппа кăпăклă сăрапа килнĕ, хăйĕн 75 çулхи юбилейĕ валли вĕретнĕ ăна. Тараватлă иккен вăрман варринче пурăнакан ентешсем.
Атте-анне килне кĕрсе тухма вăхăт тупăннишĕн те савăнтăм. Вĕсем çут тĕнчерен уйрăлни чылай ĕнтĕ, анчах чунĕсем унтах çÿ-реççĕ пулмалла. Çакăн хыççăн тĕлĕкре аннене куртăм, кĕрсе тухнăшăн вĕсем те кăмăллă юлнине туйрăм. Маншăн, 70 çула çитсе пыракан Ульяновка “хĕрĕшĕн”, çакă тĕлпулу питех те хумхануллă пулчĕ. Тăван ял-йышпа хутшăнма май туса панăшăн районти тата ялти культура ĕçченĕсене, Андрей Захаров водителе тав сăмахĕ калас килет.
Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Пĕр-пĕринпе курнăçнинчен, пĕр-пĕ-рин йăли-йĕркипе паллашнинчен, лайăххине вĕренсе çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнинчен ырри нимĕн те çук. Çынсене савăнма, усăллă канма майсем туса памалла.



"Ял ĕçченĕ"
16 мая 2017
08:07
Поделиться