Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕве йĕри-тавра

Нумаях пулмасть çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Николай Егоровăн пĕчĕк кỹллин пĕр енне хăмла çырли тĕмĕсем лартса тухрĕç. Эпĕ хунавĕсене пахчаран кăларса парса тăтăм. Степан Иванов (5 кл.), Данил Семенов (4 кл.), Никита Демьянов ( 3 кл.) хастар ĕçлерĕç. Денис Демьянов та аслăрах юлташĕсенчен юлмарĕ. Вăл садике çỹрет, кăçал шкула кайма хатĕрленет.

Çырмана ишĕлесрен хỹтĕлесе ачасем чылай тĕм лартрĕç, хăйсем усăллă ĕç тунипе савăнчĕç.

 

Г.Ильина

Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ



"Ял ĕçченĕ"
23 мая 2017
12:54
Поделиться