Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Юлия Ивановна, канури библиотекарь

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче эпир Пĕтĕм Раççейри библиотекăсенче ĕçлекенсене чыслатпăр. Çавăн пекех нумай çул библиотекарьте тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура пурăнакансене те аса илетпĕр. Çакăн пек ветерансен шутĕнче манăн хреснанне _ Тĕмерте пурăнакан Юлия Ивановна Чумышева та пур. Вăл Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăрçă хыççăн Тĕмер каччипе Александр Чумышевпа килĕштерсе çирĕп çемье çавăрнă.
Юлия Ивановна Тĕмерти вăтам шкулта нумай çул библиотекарьте ĕçленĕ. Шкулта питĕ кирлĕ специалист шутланнă вăл: вĕренекенсемпе вĕрентекенсене шкул программине кĕнĕ кĕнекесемпе, пособисемпе вăхăтра та хăвăрт тивĕçтернĕ, çĕнĕ хаçат-журналпа, ытти материалсемпе паллаштарнă.
Ю.Чумышева _ ĕç ветеранĕ, 1941 çулта вăл хĕлле шартлама сивĕ кунсене пăхмасăр хÿтлĕх траншейи чавнă çĕрте вăй хунă, вăрçă вăхăтĕнче тылри халăхпа пĕрле Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.
Мăшăрĕ, Александр Чумышев, вăрçăран таврăнсан Тĕмер библиотекинче ĕçлеме пуçланă. Вăл тăрăшнипе библиотека ялти культура центрĕ пулса тăнă. Литературăна çав тери юратаканскер, вулакансен конференцийĕсем ирттернĕ, çавра сĕтелсем йĕркеленĕ, ял халăхне журналсенче пичетленсе тухакан произведенисемпе паллаштарнă, вулакансене вĕсем ыйтакан кĕнекесемпе тивĕçтернĕ.
“Победа” хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнчен те аякра тăман вăл: колхозра стена хаçачĕн редакторĕ пулнă май, хаçатсем, боевой листоксем кăларнă. Александр Егорович район хаçачĕпе те тачă çыхăну тытнă, унăн активлă корреспонденчĕ пулнă. Хаçат страницисенче А.Чумышев тесе алă пуснă сăвăсем, калавсем, статьясем тăтăшах кун çути курнă. Шел, паян вăл пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, пурнăçран уйрăлни чылай пулать.
Юлия Ивановнапа Александр Егорович Чумышевсен виçĕ ачи те вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Людмила Александровна Павлова тата кинĕ Лидия Григорьевна Чумышева Тăвайри тĕп больницăра нумай çул вăй хурса ĕçлеççĕ. Аслă категориллĕ, пултаруллă та ăста тухтăрсем вĕсем. Вĕсене районта кăна мар, кÿршĕри Вăрмар, Канаш таврашĕнче те лайăх пĕлеççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
26 мая 2017
15:59
Поделиться