Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕрле пулар, килĕштерсе пурăнар

Пĕрле пулар, килĕштерсе пурăнар

Çак кунсенче Тушкилти “Сурпан” фольклор ушкăнĕ Чĕмпĕр хулинчен ятарлă йыхрав йышăнса Акатуй уявĕнче пулчĕ. Вăл хулари Çĕнтерÿ паркĕнче иртрĕ. Чăваш Наци конгресĕн председателĕ Николай Угаслов та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Облаç губернаторĕ саламларĕ. Сцена çинчен Тăвай тăрăхĕнчен килнĕ ял артисчĕсен юррисем шăранчĕç, халăх тăвăллăн алă çупса пысăк хак пачĕ вĕсен пултарулăхне. 
Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ. Чĕмпĕр чăвашĕсем тăван чĕлхепе калаçнине итлесе килентĕмĕр. Кашни район «картишсем» йĕркеленĕ. Наци апат-çимĕçĕ енчен те пуян вĕсем, тĕрĕ-эрешĕсем куçа йăмăхтараççĕ. Çут çанталăк пурлăхĕпе усă курса тунă ал ĕçĕсем те, сувенирсем те тĕлĕнтерчĕç тушкилсене.
«Сурпан» ушкăнри хĕрарăмсем акатуйра тĕрлĕ конкурс-ăмăртусене хутшăнса палăрчĕç, парнесемлĕ пулчĕç. 
Пирĕн енчи чăваш çи-пуçĕ кăмăла кайрĕ вĕсене. Ушкăн ертÿçи О.И.Сергеева тата культура çурчĕн пуçлăхĕ Н.В.Георгиева тăрăшса йĕркеленĕ çулçÿреве. 
«Татах килĕр, пĕрле пулар, туслăн килĕштерсе пурăнсан кăна вăйлă эпир!» _ тесе уйрăлтăмăр Чĕмпĕр чăвашĕсенчен.
Çула тухма В.А.Константинов автобуспа тивĕçтерчĕ. Чĕмпĕр чăвашĕсемпе тĕл пулма, пĕрле савăнма май туса панăшăн çавăн пекех А.Н.Морякова, Ю.А.Алексеева, С.Р.Илларионова, В.А.Сергеева пысăк тав сăмахĕ калатпăр.



"Ял ĕçченĕ"
09 июня 2017
11:11
Поделиться