Уй-хирте эпир хастар, уявра вара хавас
“Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Правительстви экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси, ешĕл зонăсем йышне пысăклатасси çине уйрăмах тимлĕн пăхать. Пирĕн тĕллев - республикăна пурăнма чи лайăх вырăн туса хурасси.
Чăваш Ен тивĕçлипе çĕршыври экологи рейтингĕн лидерĕ пулса тăчĕ. Эпир хамăра йывăр еткер тиврĕ тесе ÿпкелешместпĕр, пур пек çивĕч ыйтусене ачасен ырă пуласлăхĕшĕн пĕрин хыççăн теприне татса паратпăр.
Республика культури - чăваш çĕрĕ çинче мĕн авалтан туслăн та килĕштерсе пурăнакан 128 наци представителĕн хăйнеевĕр йăли-йĕркине авалхи еткерĕн çураçуллă пĕрлĕхĕ.
Эпир хамăршăн хаклă та çывăх пурнăç йĕркине, мăн асаттесен пуян культурин еткерне сыхласа хăварма пултартăмăр.
Атте-аннемĕр пилне асра тытса пирĕн паян çамрăк ăрăва хамăрăн культурăна хисеплеме хăнăхтармалла, хатĕррипе усă куракансене мар, çĕннине тума пултаракансене пăхса çитĕнтермелле. Эпир обществăри çирĕ- плĕхшĕн, тăнăçлăхшăн тата çураçуллăхшăн!” - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
Шăматкун, çĕртме уйăхĕн вуннăмĕшĕнче, Тăвай районĕнчи чăваш халăхĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕри, уй-хирти ĕçсене вĕçленине халалласа, “Акатуй-2017” ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртнĕ.
Илемлĕ наци йăли ял çыннисене тăван çĕре юратма, хресченĕн йывăр ĕçне хисеплеме хăнăхтарнă. Уявăн чăн чăвашла ячĕ акан туйне тунине çирĕплетет. Çак символлă туйăн тĕп сăнарĕсем - “сухапуç” тата “çĕр” - çуркунне хресчен ĕçре вăй хунă хыççăн пĕрлешнĕ. Ĕлĕк чăвашсем çав кун пĕрле пухăнса, пĕр-пĕрне çулла пуçланнă ятпа саламланă, вăйă картине тăрса юратнă юрăсене шăрантарнă. Арçынсем ăмăртусем йĕркеленĕ: кĕрешÿре пултарулăхне кăтартнă, чупнă, сикнĕ, Акатуйра сăра вĕретнĕ, тăпăрчăран чăваш çимĕçне - чăкăт тата наци апатне - шÿ-рпе хатĕрленĕ.
Тури чăвашсем асăннă уява суха туйĕ, тенĕ, анатрисем - сапан туйĕ е сапан, тенĕ.
Тăвайри спорткомплексăн илемлетнĕ стадионĕнче асăннă кун ирех шăплăх хускалчĕ.
Суту-илÿ ярмăркки уява илем кĕртрĕ. Аттракционсемлĕ лапамсенче ача-пăчан хаваслă сассисем программа вĕçленичченех илтĕ-нчĕç, илĕртÿллĕ вăйăсемпе конкурссем пуçланчĕç. “Ал ĕçĕн ылтăн шăрçисем” куравĕпе тĕплĕн паллашрĕç пухăннисем. Унта - чăваш тĕррисем, костюмĕсем, йывăçа касса тĕрĕ тунисем, вĕтĕ шăрçасенчен эреш хатĕрленисем, хулăсенчен карçынкка çыхнисем тата ытти ĕçсем пулчĕç.
Пĕр ретри картишсен хуçисем тĕрлĕ майпа йыхăрчĕç уяврисене хăйсем патне кĕрсе тухма. Пĕрисем сăра ĕçтереççĕ, теприсем кукăль çитереççĕ, виççĕмĕшсем чăвашла юрлаççĕ, улах ларакансем те пур тата ытти те.
Тăвай ен çыннисене саламлама - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Юрий Васильев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева, Шупашкарти тăвайсен ентешлĕхĕн ертÿçи Николай Никитин, СССР халăх артистки, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ Вера Кузьмина килсе çитнĕ.
Уявăн хаваслă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке уçрĕ. Тăвай ен çыннисене, хăнасене çурхи ака вĕçленнĕ ятпа тата йăлана кĕнĕ “Акатуй-2017” ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе, Раççей кунĕпе саламларĕ.
-Çĕр ĕçченĕсем хăйсен тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Эпир кăçал пурне те савăнтаракан тухăç кĕтетпĕр. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени пире малашлăха шанма хавхалантарать, кашни килте туслăхпа ăнланулăх хуçалантăр, ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, ырă, телейлĕ, юратуллă пулăр, палăртнисем пурнăçа кĕччĕр, - терĕ Владимир Алексеевич.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев тухса калаçрĕ. Вăл Михаил Васильевичăн ăшă сăмахĕсене вуласа пачĕ: “Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе сирĕн Тăвай районĕ республикăра малта пыракан вунă муниципалитет хушшинче. Çул-йĕр тăвассин планĕнче 200 миллион тенкĕлĕхе яхăн ĕç пурнăçланă. Утă уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ тĕлне Вырăс сали çывăхĕнчи кĕпере тăвассине вĕçлесшĕн. Тăвай - Чутей - Пысăк Кайпăç маршрутлă автомобиль çулне юсасси пуçланнă çак кунсенче. Энĕш- Нÿшкасси маршрутлă автомобиль çулĕ те юсав черетне кĕтсе илĕ çапла, çулталăк вĕçнелле вара çул-йĕр ĕçченĕ- сем Тушкил ялĕнче пурăнакансене те савăнтарасшăн.
Правительство виçĕ çул хушшинче Тăвай енри пĕтĕм çула çĕнетме тĕллев тытни пирки те палăртрĕç уявра.
Раççей кунĕ - чи çамрăк патшалăх уявĕсенчен пĕри, çывăх вăхăтра палăртатпăр ăна. Раççей паян миллионшар çынна пĕрлештерет. Хăйĕн çĕршывне юратакансене, ăна паянхи кунпа килĕшÿ-ллĕ, ăнăçлă, хăрушлăхсăр тума ĕмĕтленекенсене пĕрлештерет. Эпир пĕр-пĕ-рне ăнланса ĕçлени умри плансене пурнăçлама пулăшать.”
Малалла Юрий Егорович ĕçре малта пыракансене патшалăх наградисемпе савăнтарчĕ. “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята - “Чутеевский” ЯХПК дояркине Елена Куприянована, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ята участокри врач-терапевта Ольга Иванована (сăн ÿкерчĕкре Лидия Мосинапа пĕрле) пачĕ. Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи С.Хумышев РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçлĕ пулчĕ.
ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе Андриян Александров механизатора (“Акконд-агро фирма”), Наталья Баранова дояркăна (“Дружба”), Людмила Васильева дояркăна (“Акконд-агро фирма”), Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн сĕт-çу хатĕрлекен цехăн начальникне Елена Разинана, Алина Васильева тĕп бухгалтера (“Акконд-агро фирма”), Иван Зубов председателе (“Дружба”) чысланă.
Культура, наци ĕçĕсен, архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине Лачкассинчи ал ĕç ăсти Венера Николаева тивĕçлĕ пулнă.
“Коммунальник” тулли мар яваплăхлă общество директорне Юрий Ефимова Чăваш Республикинчи конкурентлă политикăпа тариф патшалăх службин Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Юрий Васильев районти çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли свидетельствăсем пачĕ. Евгений Львов выльăх пăхакан (Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕ), Наталия Кириллова кухня ĕçченĕ (Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ), Елена Кабакова учитель-логопед (“Асамат кĕперĕ” ясли-сад), Юлия Хуснутдинова доярка (“Грачев”), Виктор Михайлов водитель (“Акконд-агро фирма”), Ольга Ильина мастер-технолог (“АККОНД МОЛОКО” тулли мар яваплăхлă общество), Павлов хресчен фермер хуçалăх ертÿçи Андрей Павлов (сăн ÿкерчĕкре) çемйисем çÿлерех асăннă документлă пулчĕç.
Малалла ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева трибуна умне тухрĕ.
Тăвайри больницăн ача-пăча консультацийĕн шăл врачне Лидия Мосинапа Татьяна Терентьева сестра-анестезиста ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине пачĕ вăл.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертÿçине Юрий Васильева Тăвай енĕн Хисеп кĕнекине кĕртнине пĕлтерекен хыпара тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç акатуйрисем.
“Ака чемпионĕ-2017” тесе çырнă лентăпа хаклă парнене Моряков хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторне Владимир Борисова пачĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕ-сем хушшинче кăçалхи акара “Акконд-агро фирма” акционерлă общество коллективĕ çĕнтернĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăнта - С.Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕ. Виççĕмĕшĕнче вара - “Дружба” ЯХПКра вăй хуракансем.
Малта пыракансене пурне те парнесемпе чысланă.
Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Петр Герасимов механизатора (“Красная Чувашия”), Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн художник-постановщикне Вячеслав Ефимова, Тăвайри халăх театрĕн артистне Андрей Захарова, “Энергосеть” тулли мар яваплăхлă обществăн тĕп бухгалтерне Галина Иванована, “Пайщик” магазин заведующине Юлия Иванована, Тăвайри газ участокĕн слесарьне Владимир Игнатьева, Алексеев хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторне Николай Лаптина, “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăра çăкăр пĕçерекене Ирина Кудряшована, “АККОНД МОЛОКО” тулли мар яваплăхлă обществăн аслă технологне Олеся Николаевана, Тăвайри больницăн диагностикăпа клиника лабораторийĕн врачне Алевтина Падюкована, Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕн осеменаторне Наталья Петрована, “Акконд-агро фирма” обществăн водительне Валерий Соловьева, Чÿкçырминчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Светлана Степанована, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалистне Альбина Федорована, Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци водительне Владимир Чумышева хавхалантарнă.
Тăвайри аптека ĕçченĕ Эльвира Антонова, “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă общество механизаторĕ Александр Афонин, Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Эдуард Никитин, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Сергей Константинов, Краснов хресчен фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Виталий Масленников, “Чутеевский” ЯХПК механизаторĕ Николай Михайлов, Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн зоотехникĕ Валентина Шашкова тăрăшулăхшăн хаклă парнесене тивĕçнĕ.
СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Шупашкарта пурăнакан тăвайсен ентешлĕх ертÿçи Николай Никитин, “АККОНД” АО представителĕ Алексей Бабюк, “Росгосстрах” АО Чăваш Республикинчи - Чăваш Ен районти страхлакан пайĕн начальникĕ Григорий Гаврилов тăван ен ĕçченĕсем валли ăшă-ăшă сăмахсем тупрĕç, малашлăхра ăнăçу сунчĕç.
Район артисчĕсемпе чăваш эстрада юрăçисем чылайччен паллаштарчĕç хăйсен пултарулăхĕпе çав кун.
Кире пукан йăтса та тупăшрĕç, волейболла тата мини-футболла вылярĕç, кĕрешрĕç те Тăвай ен спортсменĕсем уявра.
“Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсем уява килнисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерчĕç чăваш шÿрпипе, шашлăкпа сăйларĕç.
“Акатуй-2017” уявăн кашни çынни, пĕчĕккинчен пуçласа чи асли таран, пĕрле чунтан савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, вылярĕç, кулчĕç. Нумайлăха асра юлĕ ĕнтĕ тăван енри çак чаплă мероприяти.
Чылайăшĕ сцена умне тухса ташларĕ уявра, тÿпери сарă хĕвелĕ те ăшă пайăркисемпе самаях хавхалантарса тăчĕ çынсене.