Асра тытатпăр, хурланатпăр
Астăвупа хурлăх кунне Раççей Президенчĕ 1996 çулхи Указпа çирĕплетнĕ, ăна çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.76 çул каялла, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче шуçăмпа, Совет Союзĕ çине фашистла Германи тапăннă.
Совет халăхĕшĕн тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕ, Аслă Çĕнтерÿ питĕ хакла ларнă. 1418 кун хушшинче вăрçăра çĕршывăн 27 миллион çын пурнăçĕ татăлнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн районтан 5429 çын хутшăннă, 3156-шĕ каялла таврăнайман.
Ĕнер, Тăвай енри ялсенче, Астăвупа хурлăх кунне халалласа, тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Тăвайри Мухтав монуменчĕ патне чылай çын пухăннă. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр фронтра тата тылра Аслă Çĕнтерĕ-ве çывхартма хутшăннисене чыслама пынă вĕсем палăк умне.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Ломоносов тăвайсем çĕршывшăн пынă çапăçусенче те, тылра та паттăрлăх кăтартни пирки палăртнă. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ-сен Тăвай енри канашĕн председателĕ Римма Гурина та тухса калаçнă митингра. “Пире мирлĕ пурнăç туса панисене эпир нихăçан та манмастпăр, - тенĕ вăл. -Совет Союзĕн Геройĕсем - Петр Бухтуловпа Семен Коновалов та яланах пирĕн асра”.
Тăвайри Мухтав монуменчĕ умне Астăвупа хурлăх кунĕ ячĕпе чĕрĕ чечек çыххисем хунă ĕç коллективĕсемпе организацисем.