Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕрентекенсен слетĕнче

Вĕрентекенсен слетĕнче

Çĕртме уйăхĕн варринче Славаш вăрманĕнче Тăвай енри вĕрентекенсен туристла слетне ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕрентÿ пайĕпе РФ вĕрентекенсен тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕ пулăшнипе ирттернĕ ăна. Вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен пултарулăхне аталантарма, туризм пĕлтерĕшне ÿстерме, пĕрле усăллă канма, кăмăл-туйăмĕсене хавхалантарма пулăшаççĕ çакнашкал мероприятисем.
Слета районти 10 шкул коллективĕ хутшăннă.
Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов хутшăннă, слета килнисене ăнăçусем суннă.
Палăртнă вырăна вăхăтра тупассипе, шывлă дистанцисенче кимĕпе ишессипе тата ытти конкурссенче тупăшнă вĕрентекенсем. “Сăрт тÿпи хăйне парăнтарнине пĕлет-и;” ятлă творчество конкурсĕ те интереслĕ иртнĕ.
Слета пынисем мала тухассишĕн пурте тăрăшнă. Вĕрентÿ пайĕн коллективне çитекенни пулман, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшĕнче - Тăвайри вăтам шкул, виççĕмĕш вырăна тăрмăшсем йышăннă.
Çав кун çанталăкĕ те районти шкулсенче ĕçлекенсене хавхалантарса тăнă. Пурте питĕ кăмăллă юлнă, килĕсене пысăк хавхаланупа саланнă.



"Ял ĕçченĕ"
23 июня 2017
10:28
Поделиться