Ăшă тĕлпулу
Çак кунсенче эпир, Енĕш Нăрваш шкулĕнче пĕрремĕш класра пĕлÿ пухма пуçлани 55 çул, вунă класс пĕтерни 45 çул çитнĕ ятпа пĕрле вĕренсе тухнисемпе тĕлпулу йĕркелерĕмĕр. Палăртнă вăхăтра Мускавран, Новгородран, Шупашкартан, Канашран, Ухманран, Тăрмăшран, Тăвай енрен килсе çитнĕ юлташсемпе пухăнса тăватă машина çине вырнаçса район центрнелле вĕçтертĕмĕр. Мĕншĕн тетĕр-и; Хамăрăн пĕрремĕш учителе, яланах пире анне вырăнĕнче ăшпиллĕн кĕтсе илекен Валентина Кирилловна Терентьевăна сумлă юбилейĕпе саламлас тĕллев çула йыхăрчĕ. Юратнă вĕрентекен пире тулли сĕтелпе, сăвă йĕркисемпе кĕтсе илчĕ:
Вĕреннĕ чух вĕренетĕр
Пĕр авăрти çырла пек.
Кайран эсир уйрăлатăр
Чăх айĕнчи чĕпсем пек...
Вăл умĕнхи тĕлпулуран пирĕн çемьесенче мĕнле улшăнусем пулни çинчен ыйтса пĕлчĕ, çитĕнÿсемшĕн чунтан савăнчĕ.
Эпир вĕрентекен валли презентаци хатĕрлерĕмĕр, тĕрлĕ парнесемпе савăнтартăмăр. Уншăн чи хакли пĕрремĕш класран пуçласа паян кунччен пухса пынă сăн ÿкерчĕксенчен Мускавра хатĕ-рлесе кăларнă альбом пулчĕ. Презентаципе альбом тума Г.Федоровапа Г.Александров нумай тăрăшнă.
Валентина Кирилловна халиччен нихăшĕ те пĕлмен А.А.Зайцев учитель Енĕш Нăрваш шкулĕ 100 çул тултарнă ятпа ?1971 çул/ “Ял ĕçченĕ” хаçатра пичетлесе кăларнă “Нăрваш шкулĕ” ятлă сăввипе паллаштарчĕ. Мĕн чухлĕ ăслă-тăнлă, талантлă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене вĕрентсе кăларман пулĕ тăван шкул: Иванов учитель ?2 орден илме тивĕçлĕ пулнине асăнать А.Зайцев/, М.Спиридонов, Н.Сверчков ?художниксем/, С.Максимов ?композитор/, Хумма Çеменĕ ?писатель/, В.Токсин, Н.Юшунев ?ЦИК-а ертсе пынă/, Соловьев ?дипломат/, Г.Иванов ?Госплан/, Комиссаров ?учитель/, Д.Самуилов завуч çемйи ?çак çемьере ÿссе çитĕннĕ пилĕк ывăл чылай сумлă ятсене тивĕçнĕ/, В.Кузьмина ?диктор, юрăç, артист/, Титов ?авиаци полковникĕ/, Сергейпе Александра Майрасловсем, Никоноров, Г.Шувалов, Миронов ?ачасене вĕрентес ĕçре нумай вăй хунă/ _ çак ятсене аса илет сăвăра А.Зайцев.
Эпир вĕсен ячĕсене нихăçан та манмăпăр, вĕсемпе пĕр шкулта вĕреннĕшĕн мухтанăпăр.
Халĕ эпир пурте тенĕ пекех асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă ĕнтĕ. Çак хисеплĕ ятсемпе те вĕрентекен пире “Мĕнле телей вăл _ асатте те асанне” ятлă сăвăпа саламларĕ.
Пирĕнпе пĕрле Канашра пурăнакан Антонина Тямина та ?пирĕн учителĕн вĕренекенĕ пулнă/ тĕлпулăва çитрĕ. Вăл анлă тавракурăмлă, тăрăшуллă журналист çеç мар, сăвăç та ?хăйĕн пичетленсе тухнă икĕ сăвă кĕнекине парнелерĕ/.
Чылая тăсăлчĕ çак ăшă тĕлпулу.
“Сире пĕрремĕш класра пуçласа вĕрентме тытăнни 55 çул çитрĕ пулин те, эсир туслă, пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр пулнишĕн, кашни çулах июлĕн пĕрремĕш канмалли кунĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕшĕн эпĕ шутсăр савăнатăп, хам вĕрентнĕ ачасемпе мухтанатăп”, _ терĕ пирĕн нихăçан манăçми учитель.
Шкул сакки çинче тĕвĕленнĕ юлташлăх, туслăх, тĕлпулусем пире малашлăха çирĕппĕн шанса утма, пурнăçри тумхахсене çĕнтерсе пыма çĕнĕ вăй хушаççĕ.
Тепре тĕл пуличчен!