Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тенеялĕнчи Павловсем

Тенеялĕнчи Павловсем

Тенеялĕнчи Валентина Николаевнапа Сергей Иустимович Павловсен тăватă ача - виçĕ хĕрпе пĕр ывăл. Аслисем - Олесьăпа Денис - аслă пĕлÿ илсе хăйсене кăмăла каякан профессисем суйласа илнĕ ĕнтĕ. Пĕрин фармацевтикăна чун выртнă, Хусанти университетра вĕреннĕ, унтанпа хăйĕн пурнăçне аптекăпа çыхăнтарнă. Денис информатикăпа туслă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Кĕçĕнреххисем - Аделинăпа Дарина - Йăнтăрчăри вăтам шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Иккĕшĕ те - отличницăсем, лайăх паллăсемпе кăна вĕренеççĕ. Аделина Тăвайри музыка шкулĕ- нче те пилĕк çул ăсталăхне ÿстернĕ. Унта та лайăх паллăсем унăн. Хĕр пуççăн кире пуканĕн спорчĕпе те кăсăкланать вăл. Районта та, республикăра та пĕр хутчен кăна мар пĕрремĕш вырăн йышăннă - искусствăра та, спортра та пултаруллă хĕр.
Дарина та Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи Наталия Королева балетмейстер ертсе пыракан ташă ушкăнĕнче виççĕмĕш çул. Чылай конкурса хутшăннă. Пĕр вăхăт “Аль” ФСКри Морис Андреев ертсе пыракан самбо секцине те çÿренĕ. 
Килте те алă усса лармаççĕ хĕрсем: ашшĕ-амăшĕ тăвакан пĕтĕм ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, ĕне те сăваççĕ машинăпа - икĕ-виçĕ ĕне вĕсен килхуçалăхĕ-нче, пăрусем те усранă кашни çулах. Вĕсемсĕр пуçне, кĕнеке вулама юратаççĕ, “Интернета” кĕреççĕ, информатикăпа кăсăкланаççĕ , алĕç тăваççĕ.
Пултарнине, тăрăшнине, вĕренÿре çеç мар, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнине, искусствăра тата спортра çитĕнÿсем тунине кура Аделинăпа Дарина Павловасене иккĕ- шне те кăçал Пĕтĕм тĕнчери “Артек” кану лагерьне кайма суйласа илнĕ. Аделина унта августăн 29-мĕшĕнчен канма тытăнĕ, йăмăкĕ, Дарина - сентябрĕн 24-мĕшĕнчен. Унта вĕсем хăйсене валли нумай тус-юлташ тупасса шанаççĕ.
Çакăн пек пултаруллă ачасем ÿсеççĕ Валентина Николаевнапа Сергей Иустимович Павловсен. “Улми йывăççинчен аякка ÿкмест”, теççĕ. Валентина Николаевна чылайранпа ĕнтĕ ялта фельдшерицăра тăрăшать. Халĕ виççĕмĕш çул çĕнĕ ФАПра. Зеленодольск хулинчех тытăннă вăл сиплев ĕçне. Сергей Иустимович - инженер-механик. Ашшĕне, Иустим Павлович Павлова кура, кăмăлланă-ши çак специальноçа; Хăй халь нумайранпа Çурçĕрте ĕçлет механикре. Тĕрĕссипе каласан, Павловсен виçĕ ачи те - Сергей те, халĕ федераллă судьяра ĕçлекен Виталий Иустимович та, аппăшĕ Галина Иустимовна та, пурте малтан инженер-механике вĕреннине каласа параççĕ тенеяльсем. Пурте килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ пĕр-пĕринпе. Валентинăсем пиллĕкĕн ÿснĕ пĕр çемьере, Сергейсем, асăнтăм ĕнтĕ, виçĕ пĕртăван. Халĕ те час-часах пулаççĕ Валентинăпа Сергей патĕнче - Павловсен тĕп килĕнче. Канаççĕ, пулăшаççĕ. Пĕртăван Павловсем çеç мар, Ахтямовсем те пĕрле. Сăмах майăн каласан, Ахтямовсене, ашшĕпе амăшне, хăйсем патне илсе пынă ватлăхра пурăнма. Клавдия Кузьминична, Валентинан амăшĕ, çакăнпа питĕ кăмăллă. Хăй вăхăтĕнче вăл районта малта пыракан дояркăччĕ. Пурăнма тата канма пурне те вырăн çиттĕр, ирĕклĕ пултăр тесе çуртне те пысăклатса, аслăлатса пыраççĕ. Сергей Иустимович ĕçчен çеç мар, алли те ылтăн унăн. Кăмăла килмелле лайăх янтăлать. Ку чухнехи материалсемпе усă курать ăста ĕçĕнче. Урайне ăшăтмалла тунă, маччине те çавракалатса, çутăлакан лампăсемпе çавăрнă, хитрелетнĕ. Çав тери хăтлă килĕнче. Мĕн кирли пурте пур, çитменнине, кашни хăй вырăнĕнче. Сĕтел хушшине вара, апатланма, пурте пĕрле ларнине каласа парать Валентина Николаевна, мана та питĕ сĕнчĕç те - васкарăм.
Килхуçалăхĕ, картишĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартма вара тивлетĕм те çитес çук: кашни пусăм - хăйне евĕр юмах тĕнчи. Пĕчĕк çеç кÿлĕре пысăк пулăсем ишеççĕ. Пахчара тĕрлĕ йывăçсем çимĕç çитĕнтереççĕ. Хăй тĕллĕн авкаланса ÿсекен иçĕм çырли, хăмла лăссисем хушшинче кайăксем йăва çавăраççĕ. 
Тараси те хăйне евĕр эрешлесе тăрăллă ăсталанăскер. Çил арманĕ çунаттисене çавăрать. Тĕрлĕ чĕрчунсен, кайăксен кĕлеткисем картишĕнче. Чечексем куçа илĕртеççĕ пур çĕрте те. Калинккерен тухсан пÿрт çумĕнче - ача-пăча площадки. Унта ярăнчăксем, хăйăр вырăнĕсем, турник, саксем, кайăксен кÿлеписем, чечексем тата ытти те. Карусель те тăвасшăн. Пĕтĕмпех - хитре карта ăшĕнче. Ачасем каçсерен нумайăн пуçтарăннине каласа парать кил хуçи хĕрарăмĕ. Ял вĕçĕнче пурăннăран - умра талккăшпе çерем. Паçми те хăйне евĕр типтерлĕ. Унта çĕрулми те, виктори те, суханпа кăшман та, улмуççи те пĕр рет ÿсет.
Унсăр пуçне çемье выльăхсем те нумай усрать - çакна та манар мар. Сăвакан ĕни кăна иккĕ, виççĕмĕшĕ те пăрулама хатĕрленет. Вĕсене валли утă-улăм сахал мар хатĕрлеççĕ. Эпĕ Павловсем патĕнче пулнă кун та ятарлă тавăркăчпа утă тавăрма хатĕрленетчĕç. Апла пулин те пурте хăйне евĕр килĕшÿлĕхпе, йĕркелĕ-хпе пулса пырать. Пĕри теприне чăрмав кÿмест.
-Сочине ятарласа канма кайма кирлĕ те мар, - терĕ, сăмахран, эпĕ лайăх пĕлекен пĕр тава тивĕçлĕ врач. Тенеялĕнчи Павловсем патĕнче пулса курнă хыççăн. Эпĕ те килĕшрĕм унпа. Фельдщерицăна кирек хăш вăхăтра та, кирек епле çанталăкра та пулăшу кĕтекен çынсем патне вăхăтра çиттĕр тесе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “АККОНД” АО гендиректорĕ В.Н.Иванов Павловсем пурăнакан Антонина Егорова ячĕллĕ урама вак чул сарса çул тума пулăшнă.
И.ГЛАДКОВ. 
Сăн ÿкерчĕкре: Валентина Николаевна Аделина тата Диана хĕрĕсемпе.



"Ял ĕçченĕ"
11 июля 2017
13:10
Поделиться