Икĕ кун нимере
Ял çыннисемшĕн урамсенчи çулсем япăххи, кĕперсем юсавсăрри çивĕч ыйтусем шутланаççĕ. Ялти хастарсен пуçарăвĕпе хăш-пĕр çĕрте чăвашсен ырă йăли-йĕркипе - нимелле ĕçлесе - татса пама тăрăшаççĕ вĕсенчен хăшне-пĕрне. Чыс та мухтав çакăн пек çынсене, тесе калас килет. Акă иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнçырмари арçынсем субботник йĕркелесе, унчченхи пахча çывăхĕ-нчи шыв урлă каçмалли кĕпере юсассипе икĕ кун вăй хунă ?сăн ÿкерчĕкре/. Ял старости Ф.Г.Максимов, М.А.Никитин депутат, В.Н.Павлов, Н.А.Афанасьев, В.В.Моисеев, В.А.Сергеев, Е.Г.Емельянов, М.В.Максимов, В.В.Николаев, А.В.Павлов, Г.В.Васильев уйрăмах хастар пулнине палăртмалла.
"Ял ĕçченĕ"