Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. 
Пирĕн районтан унта “Акконд-агро фирма” обществăра ĕçлекен Екатерина Степанова пулнă. Вăл республика ертÿлĕхне ялсенче халăха медицина пулăшăвĕ парассине аталантарма витĕм кÿнĕшĕн ырласа тав сăмахĕ-сем каланă. Уйрăмах юлашки çулсенче Тăвай енри пĕчĕк ялсенче ФАПсем хута кайнăшăн халăх кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.
Районти тĕп больницăра хальхи УЗИ аппарачĕ кивĕ пулнипе час-часах ванса ларни, çынсен ирĕксĕрех Канаш, Шупашкар хулисене кайма тивнине пĕлтернĕ. “Çĕнĕ оборудовани туянма май çук-ши;” - тесе ыйту тăратнă. 
“Çулталăк вĕçлениччен Тăвай больницине çĕнĕ аппаратпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ун валли бюджетран кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă”, - пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
Çывăх кунсенчех Çăлпуç ялĕнче черетлĕ - çиччĕмĕш ФАП уçăлать. Халĕ унта юлашки ĕçсем пыраççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
28 июля 2017
14:35
Поделиться