Чун туртăмĕпе суйланă
Татьяна Терентьева - районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕн медсестри. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă, 29 çул чун туртăмĕпе суйласа илнĕ ĕçре вăл.
Реанимаци уйрăмĕн заведующийĕпе Зоя Анатольевна Степановапа Татьяна Витальевна пирки сăмах пуçарсан кăмăллăн йăл кулса çапла хуравларĕ. “Пирĕн уйрăмри кашни ĕçчен пирки ыррине кăна каламалла. Вĕсем чирлисемшĕн пăшăрханса кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимлеççĕ. Вĕсене ура çине тăма шанăç параççĕ. Эмелпе кăна мар, чун ăшшипе те сиплеççĕ. Татьяна Терентьева та виçĕмçул професси ăсталăхне ÿстерсе аслă категорине тивĕçрĕ. Ывăлĕ те амăшĕн сăваплă ĕçне суйланă. Канашри медицина колледжĕнче вĕренет.”
Сăн-пичĕпе кăна мар, чунĕпе хитре, сăпайлă пулнине палăртрĕç ĕçтешĕсем пĕрле ĕçлекен хĕрарăм пирки. Канаш районĕнчи Микушка ялĕнчен ĕçе çÿрет, кил хуçалăхри ĕçсене пуçтарса хăварма ĕлкĕрет вăл. Акушеркăна вĕренсе тухнăскер, 10 çул ача çураттармалли уйрăмра тăрăшнă. Çут тĕнчене килнĕ кашни чуншăн амăшĕпе пĕрле хĕпĕртенĕ çамрăк медсестра. Паянхи кун та хĕрарăмсенчен тав сăмахĕ илтме питех те кăмăллă вара уншăн. Çынсен хаклавĕ кăмăл-туйăма çĕклет, ĕçре хавха кÿрет.
Татьяна Витальевна Тăвайри тĕп больница, район администрацийĕсен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвне тивĕçнĕ. Кăçал ĕçпе юрă уявĕнче ăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ С.Ананьева министерство грамотине парса чысланă ?сăн ÿкерчĕкре/, ăнăçу суннă.