Вырмари хастарлăх
“Уя тухсан мĕн сас лайăх” тесе ахальтен юрламан чăваш. Пирĕн тăрăхра çĕр ĕçĕ, ял хуçалăхĕ пурнăçа, экономикăна никĕслекен отрасль пулнă май, пĕтĕм ырлăх-пурлăх çĕртен килет. Хальхи вăхăтра Тăвай ен тăрăхĕнчи чылай хуçалăхра вырма пырать, çак шутрах - Андрей Моряков хресчен фермер хуçалăхĕ-нче те кĕрхи ыраш вырса çапаççĕ.”Штурвал умĕнче кун каçа ывăнтармасть-и;”-ыйтатăп çĕнĕ тырă çапса тĕшĕлекен Владимир Борисов комбайнертан. “Тăван çĕр хăй вăй парать”,-хуравлать Владимир Иванович.
Андрей Моряков хресчен фермер хуçалăхĕн уйне, Хăртнă тăрăхне, шăматкун кăнтăрла иртни виççĕсенче пырса çитрĕм эпĕ. Комбайнсем кĕрхи ыраш пуссинче юлашки çаврăмсем тăватчĕç. Вĕсем иккĕн кунта - Палессе GS 812 комбайнсем. Пĕринпе маларах асăннă Владимир Борисов, тепринпе Алексей Игнатьевич Иванов ĕçлеççĕ. Пысăк опытлă та хастар комбайнерсем. Çулленех вĕсем илсе тухаççĕ уя çак хăватлă “уй карапĕсене”. Кăçал та вĕсем пуçланă каçалăка, тÿрех кал-кал çапса кайнă. Кашни ултшар метр сарлакăш илсе пырать тырра, бункера тĕшĕлесе тултарать пулса çитнĕ пĕрчĕ-сене. Пысăк машинăн бункерĕ те капашлă - тăватă тоннăна яхăн йышăнать тырра. Малтанхи кун кашни сакăршар, иккĕмĕш кунне вунпĕршер бункер пушатнине каларĕç. Виççĕмĕш кунхи кăтарту ĕç кунĕ вĕçленсен паллă пулĕ, терĕç. Тулли мар виçĕ кун хушшинче 75 гектар çинчи тырра çапса пĕтерсе, тепĕр уя - Тенеяль енне куçрĕç комбайнсем виççĕмĕш кунне. Ыраш самай лайăх, лаша пĕкки çÿллĕш çитĕннĕ - гектар пуçне çирĕм центнер ытлашшипех тухăç парать теççĕ ?тĕрĕс виçи пĕтĕмпех шута илсен паллă пулĕ/. Алексей Ивановпа Владимир Борисов комбайнпа та, “хурçă утпа” та чылайранпа вăй хураççĕ. “Иртнĕ ĕмĕрхи 94 çултанпа комбайнпа тырă вырса çапатăп”,-терĕ, сăмахран, Владимир Иванович. Пуçласа çар службинчен таврăнсан “Шимкусский” хуçалăхра СК-5 “Нива” комбайнпа тырă пуссине тухнă. Çавăнтанпа кашни кун уйра. Мĕнле çĕр ĕçченĕ ан пултăр-ха вăл;! Сăмах майăн асăнсан, ашшĕ те, Иван Борисович та, хуçалăх паркĕнчи тимĕ- рçĕ лаççинче хул-çурăмне авса кун-çулне ирттернĕ - Александр Осипов тимĕрçĕ, вăл мăлатук çапакан пулнă.
Хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи Андрей Николаевич Моряков питĕ кăмăллă тырпул пухса кĕртме хутшăнакансен ĕçĕпе. “Яваплăха туйса, чунне парса ĕçлеççĕ”,-тет.
Çавăн пек хастарсен шутĕ-нчех - уйран комбайнсем патĕ- нчен турттаракан тата Канашри элеватора тырă леçекен водительсем. Вĕсем - тăваттăн: Андрей Охотников, Владимир Жуковский, Владислав Моряков ЗИЛсемпе тата Дмитрий Коновалов КамАЗпа çĕмĕрттерет. Эпĕ вĕсемпе пулнă кун, шăматкун, комбайнсем çапса илнĕ çĕнĕ тырра уйран йĕтеме Владислав Моряков турттарса тăратчĕ. Вăл Андрей Николаевичăн, фермерăн, кĕçĕн ывăлĕ. Эпĕ пĕлсе-курса тăнă тăрăх, çамрăкранпах акапа вырмана хутшăнать. Хальхи вăхăтра каникулта - вăл Чăваш ял хуçалăх академийĕ-нче агронома вĕренет. Çапла вара акапа вырма уншăн лайăх практика. Пиччĕшĕ те, юриста вĕреннĕскер, çар службинчен таврăннă, ĕçе вырнаçнă.
-Канашри элеватора тырă яма машинăсене каçпа тиесе-тултарса хатĕрлетпĕр, çапла майпа вĕсем ир-ирех рейса тухаççĕ,-каласа парать Андрей Николаевич.
Кĕрхи ыраш - çăкăрлăх культура. Ăна кăçал 150 гектар çинче çитĕнтернĕ фермер хуçалăхĕнче. Çавăнпа Йăнтăрчă йĕтемĕнчен çăкăрлăх тулли рейссем куллен тенĕ пек Канашри элеватора çул тытаççĕ. Килес çул валли кĕрхи ыраша икçĕр гектар вырăн уйăрасшăн. Хальхи вăхăтра Юрий Федоров Т-150 тата Александр Михайлов МТЗ-952 тракторсемпе шăпах ăна валли çĕр кăпкалатса хатĕрлеççĕ. “89 гектар сухалани пур”,-терĕ ХФХ ертÿçи.
Каçалăк уçăлнăранпах йĕтеме çĕнĕ тырă кĕрет. Кунта ăна Валентина Яковлева, Виталий Галкин тата Тамара Ефимова çийĕнчех тасатса йĕркелеме вăй хураççĕ, сортировкăпа аллаççĕ. Вăрлăхлăх çителĕклĕ кĕртни çинчен складсен заведующийĕ Валентина Ивановна хаваспах пĕлтерчĕ. Хăçан мĕнле те, анчах ку вăхăтра сортировка сасси те питĕ ырă. Хăйнеевĕр ĕç кĕвви пек илтĕнет.
А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕнче кĕрхи ырашсăр пуçне çурхи тĕш тырă культурисем те 500 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем те тухăç хушса ĕлкĕ-рсе пыраççĕ. Вырма ĕçченĕ-сем вĕсене те лайăх, çухатусăр пухса илес ĕмĕт-шухăшпа хĕмленеççĕ. Вăхăт çитсен, тыррăн кĕлете кĕмелле, теççĕ.
-Иртнĕ эрнере социаллă объектсене уçма Тăвай ене килнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Моторина мĕнле ыйту патăр;- ыйтрăм юлашкинчен Андрей Моряковран, Йăнтăрчăри хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕнчен.
-Çĕр ĕçченĕсене малашне те витĕмлĕрех пулăшма кирли çинчен ыйту хускатрăм, вара вĕсем те парăмра юлмĕç терĕм. Тата Тушкил çулне юсама, çĕнетсе лайăхлатма пулăшнăшăн тав турăм,-пĕ-лтерчĕ Андрей Николаевич.
Вырмара, кĕрхи ĕçсенче, ăнăçу сунатпăр.