Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Службăран пăрăнатăн - явап тытатăн

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çамрăксене çар службине илмелли кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕ 2016 çулта тата 2017 çулхи çак тапхăрта çар службине каяссинчен пăрăнакан граждансене РФ УКăн 328 статйин 1 пайĕпе уголовлă яваплăх тыттарассипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.
РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тивĕçĕ пулса тăрать. Ăна пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă майпа явап тыттарма пăхнă. Çар службине каяссинчен пăрăнакансене 2 çул таран ирĕксĕр хăварма, çавăн пекех 200 пин тенкĕ таран штраф пама, 2 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ.
2017 çул пуçланнăранпа районсем хушшинчи следстви пайĕ службăран пăрăнакансен тĕлĕшĕпе 3 уголовлă ĕç ?2016 çулхи çак тапхăрта - 4/ пуçарнă, пурте вĕсем Канаш хулинчен.
Çар службинчен пăрăннăшăн иртнĕ çул уголовлă явапа 7 çамрăк лекнĕ. Пурин те вĕсен салтака кайма çул çитнĕ. Чылай чухне ун пеккисен яланлăх ĕç вырăнĕ çук. 
2016 çулта судсене 5 уголовлă ĕç янă ?2015, 2014, 2013 тата 2012 çулсенче _ 6-шар, 2011 çулта _ 8/.
Повестка илнĕ хыççăн çар ĕç комиссариатне призывпа çыхăннă мероприятисенчен пăрăнасси теприсен темиçе çула та тăсăлать. Вĕсем хăйсен хăтланăвне салтака каяс килменнипе ăнлантараççĕ е повесткăпа çар комиссариатне пырас вырăнне Раççейĕн ытти регионĕсене ĕçлеме тухса каяççĕ. Акă, Канаш хулинчи 20 çулхи çамрăк 2016 çулхи апрель-октябрь уйăхĕсенче 6 хутчен повестка илсе те пĕрре те çар службине тăрас ыйтупа интересленмен. Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухма халĕ район судне ярса панă.
Судсем приговор йышăннă чухне çар службинчен пăрăннисене, тĕпрен илсен, 15 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран штраф панă, вĕсен виçи преступленисен конкретлă сăлтавĕсенчен тата айăпланнисен характеристикисене шута илнинчен те килнĕ.
Кунта çакăн пирки аса илтерни те вырăнлă: çар службин призывĕнчен пăрăннăшăн уголовлă явап тыттарни судпа айăпланни пăрахăçланнă хыççăн малашнехи çар тивĕçĕнчен хăтармасть. Унсăр пуçне штраф тÿ-лемесен ку наказание çирĕпреххипе улăштарма, çав шутра çынна ирĕклĕх-сĕр хăварма та пултараççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
29 сентября 2017
11:37
Поделиться