Тăвай ен историйĕн тепĕр страници
Август уйăхĕнче чылай малтан палăртса хунă пĕчĕк “экспедици” ирттертĕмĕр. Кăçал çанталăк çумăрлă тăнăран маларах кайма пулмарĕ. Сăмах акă мĕн çинчен пырать. Сĕве уезчĕн мишавай кĕнекинче 1565 çулта икĕ çемье Темеш (Тăвай) ялĕнчен куçса икĕ çурт лартнă тесе çырни пур.
“Да из той же из Темешева Темешевские чуваши от деревни от Темешева перешед за лес верст с пять, поставили пять клетей, да двои срубы избные в 73-м году до письма...” Мишавай кĕнеки (92 стр.).
А.С.Семенов паллă краевед çак вырăна Вăрманхĕрри ялĕпе çыхăнтарать. Ун хыççăн ытти нумай автор та çакăн пекех çыраççĕ. Тарăнрах тĕпчесен çакă тĕрĕс марри палăрчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, “верст с пять” ун чухне 10,5 километр пулать (1649 çулччен 1 верста (çухрăм) 2,134 км пулнă, кайран 1,067 километрпа танлашнă); иккĕмĕшĕнчен - Вăрманхĕрринче ту таврашĕ те, унăн умĕнчи “пĕчĕк кÿлĕ” те çук; виççĕмĕшĕнчен - ял патĕнче мордвасем хыççăн юлнă “пушă, акса тăман çĕрсем” пулман.
Мордвасене Тутар ханĕ 1438 çулсем хыççăн Кĕтне таврашне тата ытти çĕре те пушă çĕрсем çине ĕçлеме хăваласа килет. Çак çĕрсем Хусан ханĕн çĕрĕсем пулнă. Анчах вĕсене сухаласа-акса тăвакансем пулман. 1236-1438 ç.ç. хушшинче тутар-монголсем пăлхар - чăвашсене пĕтернĕ е вĕсем урăх çĕре тарнă. Çапла “Дикое поле” пулса кайнă.
Мордва çыннисем 1552 ç. хыççăн (вырăссем Хусана илсен) каялла Сăр шывĕ патне, тăван вырăнне куçса каяççĕ. Çĕрсем каллех пушă юлаççĕ.
Çавăнпа Темеш ялĕнчен виçĕ çемье хальхи Кушкă ялĕ çумĕнчи мордвасенчен юлнă пушă çĕре (1563 çулта), тепĕр икĕ çемье “Мордовские Прелевские пустоши” текен çĕре йышăнаççĕ.
Анчах юлашкисене ăнăçу пулман. Иван Грозный патша опричнина вăхăтĕнче (1565_1572 ç.ç.) Сĕве уездне 12 княçе тата ытти боярсене ссылкăна ярать. Вĕсене пушă çĕрсем тата хăш чухне чăваш çĕрĕсене тытса илсе параççĕ.
Мăратри улпут Кудаш Шыпляев пулма пултарнă. Малтан вăл Тенеяль хуторĕ патĕнче вырнаçнă пушă Мордва ялĕнче пурăннă. Кайран вăл тыткăнра пулнă вырăс салтакĕсемпе тата илсе килнĕ вырăс хресченĕсемпе Мучар ялĕн вырăнне куçса ларать. Малтан панă çĕр сахалтарах пулнă пулмалла. Вĕсене ссылкăччен мĕн чухлĕ çĕр пулнă çавăн чухлĕ панă.
Çакна Мучар ялĕнче “Шипачев” ятлă çырма пурри тата акмалли çĕрĕ Мучар чиркĕвĕ патĕнчен пуçласа Кĕрше ялĕ патне çитичченех “Шипачево поле” ятлă пулни те çирĕплетет. Çĕр Вăта юханшывĕн сулахай енче сăрт çамкинче пулнă. Тата çак ята Мучар çыннисем çеç каланă, кĕршесем ун пек каламан.
Арпаштарасран çакна каласа хăвармалла. “Прясевская пустошь” (Темешсем утă кайса çулнă вырăн) çĕрне 1565 ç. Неклюд Бурцева, Ярослав кнеç Рудак Бурцев шăллĕне, уйăрса панă. Çакна мишавай кĕнеки çирĕплетет.
Халĕ “экспедици” патне таврăнар. Тăвайĕнчен Çăлпуç еннелле çул тытрăмăр. Кĕршене каякан çулпа каймарăмăр, Мучара çул тытрăмăр. Посадка хĕррипе çул пур, анчах халь çÿренĕ машина йĕрĕсем курăнмарĕç.
Мучара çитсен ял хĕррипе Кĕрше еннелле анас терĕмĕр, пĕр 500 метртан çул çухалчĕ, курăкланса пĕтнĕ. Каялла çаврăнса Киччĕне каякан асфальт çулĕ çине тухрăмăр. Кĕпер урлă каçсан ĕлĕк кирпĕч завочĕ пулнă вырăна çул тытрăмăр. “Никитов овраг” е “Козин овраг” текен çырма урлă каçрăмăр. Çырмара шыв аванах юхать, çÿлерех вăйлă çăлкуç пур.
Машинăна Кĕршене шыв паракан затворсем (шлюз), Вăтан кивĕ шыв çулĕ çывăхнерех хăвартăмăр, малалла çурран утрăмăр. Тавра канал патне çитсен, шыв хăпартмалли бетонран тунă плотина урлă каçрăмăр. Кĕршен утă уйĕ урлă йывăçсем, хăмăшсем ÿсекен вырăналла пĕр 300 метр утрăмăр. Çитсен, чăнах та, шурлăх куртăмăр, хăш-пĕр çĕрте уçă шыв та пур. Çумăрсем пирки çак уçă шыв пулнă пулмалла.
Çăлкуçа шыратпăр. Тупаймастпăр. Ман юлташăм Валерий Иванович Саперов сунарçă: “Кунта эпĕ кашни тĕмескене пĕлетĕп”, - тет. Ĕçе хăвăртлатас тесе Анатолий Васильевич Салканов патне шăнкăравларăмăр. Вăл пире тупаймастăр пулĕ ăна, курăксен айне путнă, терĕ. Каялла хăпартăмăр ăшăх кÿлле Мучар енчен çаврăнтăмăр, сăрт айĕнче выртакан уй çулĕпе утрăмăр. Хамăр палăртнă çăлкуç пулма пултаракан вырăнсенчен иккĕмĕшĕнчех çăл вырăнне тупрăмăр. Валерий Иванович эпĕ ку çăлран шыв та ĕçнĕ терĕ. А.В.Салканов каланă тăрăх, çăлран шыв ĕçме сыхланас пулать. Тăруках ĕçсен чирлеттерет, пĕртак лартас пулать.
Сăртарах, çак вырăнта, 1563 çулта Темешри икĕ çемье çуртсем лартнă пулнă. Сăрт та, пĕчĕк кÿлĕ те пур (шывĕ çăлран пухăнать), Темешрен (Тăвай ялĕнчен) вунă çухрăмра пулать, тата ĕлĕк Вăрманхĕрри ялĕнчен Эль юханшывĕ патнелле вăрман пулнă, ăна, юмансене, касса пĕтернĕ. Тăвай ялĕн кăнтăр енчи çырмана “Лашман çырми” тенĕ.
А.В.Салканов пĕлтĕрех систернĕччĕ: ваттисем каланă тăрăх Киччĕ ялĕ малтан Кĕршен кирпĕч завочĕ çывăхĕнче пулнă тесе. Завод ĕçленĕ вăхăтра юнашарах вăйлă çăл тапнă. Шывĕ çырма тăрăх Вăтанах çитнĕ. Вăл каланă тăрăх, Киччĕ ялĕн çыннисем çав çăлтан шыв пырса илсе кайнă. Кунта малтан пирĕн ял пулнă тесе калатчĕç тет киччĕсем. Халĕ те илеççĕ пулас шывне. Ăçтан илеççĕ, пĕлместĕп, терĕ, çăл кунта та курăкланнă. Çăлсен тата пĕчĕк кÿлĕсен ячĕсене калаймарĕ. Вулакансем пулăшаççĕ пулĕ тетпĕр.
В.АЛЕКСАНДРОВ (САДУР),
таврапĕлÿçĕ.
Тăвай ялĕ.