Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пысăк тÿпе хывнă

Пысăк тÿпе хывнă

Тăвайра пурăнакан Иван Михайлович Саперов чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче 90 çул тултарнă. Юбилейне уявлама кĕрекене ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăннă. 
Тăххăрмĕш теçетке ваклакан ĕç ветеранне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.В.Чайкин, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Сормов, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ С.Н.Порфирьева, ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕсен районти канашĕн председателĕ Р.А.Гурина ăшшăн саламланă, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, иксĕлми телей, ăнăçу суннă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне панă. Хăйне çапла килсе чыс тăвасса шухăшламан та, тен, Иван Михайлович.
Унăн ĕçлĕ ĕмĕрĕ Шупашкарти стройкăсенче иртнĕ. Мĕн чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем хăпартман-ши çак хушăра; Чăваш Патшалăх филармонине тунă çĕрте пирĕн ентеш И.Саперов прораб ертсе пыракан строительсен бригади те пысăк хастарлăхпа палăрнă. Пархатарлă ĕçĕпе чыс-сум çĕнсе илнĕ халăхра, темиçе хутчен те Мухтав хучĕсене тивĕç пулнă вăл. Мăшăрĕ врачра ĕçлесе канăва тухнă. Ватлăх кунĕсене ялта ирттерет пенсионер. 
Иван Михайлович сусăрланнă пулсан та алă усса ларма хăнăхман. Хуçалăхра юсав ĕçĕсене туса тирпейлесе тăрать. Çимĕçне лартса ÿстереççĕ, сурăхсем, чăх-чĕп тытаççĕ. Çапла, Турă панă кун-çулне хисеплĕ, юратса пурăнать. Çурт-йĕр çавăрас ыйтупа канашлама пыракансене яланах хапăл.
- Эсир, Иван Михайлович, паян та хăвăрăн хастарлăхăрпа ĕç çине тÿрĕ кăмăлпа пăхма ырă тĕслĕх кăтартса пыратăр. Яваплă та йывăр, кăткăс ĕçсенче ирттертĕр кун-çулăра, район, республика аталанăвне пысăк тÿпе хыврăр. Ырă тунине манманнине, ырăпа тавăрма тăрăшнине туйса тăратпăр сирĕнте. Тавах,-терĕ Валерий Чайкин, сумлă юбилярпа тахçантанпах туслă çыхăну тытаканскер.



"Ял ĕçченĕ"
24 ноября 2017
10:52
Поделиться