Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ентеш ячĕпе ятарлă курав

Чăвашсен паллă çыравçи, прозаикĕ, сăвăçи Хумма Çеменĕ çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче ятарлă курав йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕкĕсем кунта, ун çинчен пичетленнĕ статьясем, рефератсем, кĕнекесем тата ытти те. Çавăн пекех стендра вăл пурăннă Герцен урамĕнчи йывăç çурт та сăнланнă, ăна Енĕш Нăрвашран куçарса кайнă. С.Фоминăн мăшăрĕпе Ф.Д.Ижедерпе хĕрĕ Евгения Семеновна пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк те пур. Сăмах май, Феодосия Ижедер паллă куçаруçă пулнă. Вырăс тата ют çĕршыв писателĕсен паллă произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Унăн ĕç-хĕлне сумлă наградăсемпе хакланă. Евгения Фомина хăй вăхăтĕн-че Тĕмер шкулĕнче математика учителĕнче ĕçленĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 
Музея кĕрсе куракансем Семен Фомин çинчен йĕркеленĕ ятарлă выставкăпа тĕплĕн паллашаççĕ. Унăн творчествипе кăна мар, çемье пурнăçĕпе те кăсăкланаççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
28 сентября 2018
08:22
Поделиться