Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатса

Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатса

Нарăсăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Тăвайĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Кунта вăл анлă канашлу ĕçне хутшăннă, ертÿлĕхпе, вырăнти активпа пĕрле муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ, пĕлтĕрхи кăтартусене пăхса тухнă, çитес тапхăр валли тĕллевсене палăртнă. Асăннă мероприяти район центрĕнчи культура çуртĕнче пулнă. Пухăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов, районти тата ял тăрăхĕ-сенчи депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисем, предприятисемпе организацисен коллективĕсен пуçлăхĕсем тата уйрăм çынсем хутшăннă.

Малтанах тĕрлĕ наградăсем панă. «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ работникĕ» хисеплĕ ятпа хресчен фермер хуçалăх ертÿçине Л.Канясева чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне хресчен фермер хуçалăх ертÿçине С.Михайлова, районти патшалăх инспекцийĕн начальникне А.Семенова, ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнчи Е.Жуковская пăру пăхакана панă.

Вĕренÿре çирĕп пĕлÿ илме ăнтăлнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тăрăшуллă çамрăксене ятарлă стипенди илме свидетельствăсемпе савăнтарнă.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономики 2018 çулта мĕнле аталанса пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке паллаштарнă.

Пĕрлештернĕ бюджета отчетлă тапхăрта 358 млн та 438 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. Харпăр хăй (налук тата налук мар) тупăш 65 млн та 644 пин тенкĕлĕх пулнă. 2017 çулхипе танлаштарсан, тупăш 9 млн та 964 пин тенкĕ (18 процент) ытларах кĕнĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшĕ пур йышши категоринче 1211 млн тенкĕпе танлашнă, производство индексĕ - 102,6 процент.

Пур йышши категориллĕ хуçалăхсенче 21300 тонна тырă пухнă, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектар пуçне 20,6 центнерпа танлашнă.

2018 çулта тепĕр 162 гектар çĕр ĕçлесе хатĕрленĕ (15 процент). Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ĕçлесе хатĕрлемен çĕр лаптăкĕ районта 949 гектар шутланать. 2019 çулта 400 гектарне ĕçлесе хатĕрлемелле.

Çул-йĕр хуçалăхне аталантарма 37 млн та 711 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутран вырăнти бюджетран 7 млн та 87 пин тенкĕ. Тăватă километр та 459 метр чухлĕ Мучар еннелле каякан автомобиль çулне 19 миллион тенкĕлĕх юсанă. Элпуçĕнчи Ленин тата Карл Маркс ячĕллĕ урамсенче 2,2 километр чухлĕ (38 миллион тенкĕлĕх) хытă сийлĕ çулсем тунă. Чутейри Чапаев ячĕллĕ урамри 854 метр чухлĕ автомобиль çулне туса пĕтернĕ.

«Пурăнмалли вырăн» федераллă программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси» çумпрограммăпа виçĕ е ытларах ачаллă 4 çамрăк çемьене пурĕ 2 миллион та 873 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем панă.

«Ял территорисене çирĕппĕн аталантарасси» федераллă программăпа 2 çемье пурăнмалли вырăн туянма е тума 1 миллион та 352 пин тенкĕ чухлĕ социаллă тÿлев илнĕ.

2018 çулта пурĕ 11 млн та 866 пин тенкĕлĕх 6 проект пурнăçа кĕртнĕ.

Вĕренмелли хăтлă условисемсĕр пахалăхлă пĕлÿ илме çук. Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме отчетлă тапхăрта 5 млн та 104 пин тенкĕ тăкакланă.

Пĕлтĕр Çĕнçырма ялĕнче 105 вырăнлă çĕнĕ клуб (6 миллион та 676 пин тенкĕлĕх) алăкĕсене уçрĕ. Çĕнĕ Пуянкасси тата Йăнтăрчă ялĕсенчи культура çурчĕсене юсама-çĕнетме 1 миллион та 492 тенкĕ тăкакланă.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă май чылай енĕпе ÿсĕмсем тунине палăртма пулать. Хăшпĕр чирсемпе аптăрассине чакарнă, пĕчĕк ачасем, вĕсен амăшĕ-сем вилесси ÿсмен. Хĕрарăмсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 79 çулпа танлашать, арçынсен - 63.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов «Акконд-агро фирма» тата «АККОНДМОЛОКО» обществăсен ĕç-хĕлĕ çинчен сăмах хускатнă. Сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли завода модернизацилемелли проекта пурнăçа кĕртес, 350 пăру вырнаçмалăх вите тумалли проект хатĕрлес тĕллевсем пирки каланă. Районта инвестицисем пулассине, çавна май хушма ĕç вырăнĕсем тупăнассине палăртнă.

Тăвай районĕнчи ял хуçалăх аталанăвĕн 2018 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсене ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева тунă.

Юлашкинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев çитменлĕхсене асăннă, сĕнÿсем панă.

Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатсах пыма условисем тума, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлеме ыйтнă.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"