Сывлăх сыхлавĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ
Иртнĕ эрнере, ялти фельдшер кунĕнче, Тăвайри тĕп больницăра кустри фельдшерсен ларăвĕ иртнĕ. Унта Шупашкар, Канаш, Вăрмар, Йĕпреç, Вăрнар, Тăвай районĕсенчи сывлăх сыхлавçисем 2018 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.
Малтан Тăвай больницинчи Владимир Николаевич Конов аслă фельдшер районти фельдшерпа акушер пункчĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.
Тăвай енри çынсене пурĕ 18 ФАП малтанхи пулăшу парассипе ĕçлет. Вун пиллĕкĕшĕ уйрăм çуртра выр-наçнă, иккĕшĕнче çĕнетÿ ĕçĕсене пурнăçламалла. Пĕлтĕр Йăнтăрчăра модульлĕ ФАП уçăлнă. Кăçал Ураскассинче, Киччĕре çавнашкал çуртсем тумалла. 2018 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсене тытса тăма 3 млн. та 141 пин тенкĕ янă. Вун икĕ ФАПа газпа хутса ăшăтаççĕ, вун тăваттăшĕнче шывпа тивĕçтерекен тата канализаци системисем пур, тăххăрĕшĕнче _ вĕри шыв.
ФАПсенче телефон, холодильник, ачасен йывăрăшне виçмелли тараса, çÿл-лĕшне виçмелли оборудовани, гинекологи кресли, шкаф пур. Районти халăхăн 39,5 процентне, 5868 çынна, 3 шкула, 3 ача садне, 4 ял хуçалăх производство кооперативне фельдшерпа акушер пункчĕсем тивĕçтереççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе аван ĕçлеççĕ районти асăннă пунктсенче, ялсенчи санитари культурине ÿстерес пирки те манмаççĕ. ФАПсенче иртнĕ çул 173 лекци, 5322 калаçу йĕркеленĕ, 15 санитари бюллетенĕ кăларнă. Тăвайри тĕп больницăри специалистсем 2018 çулта 111 хут ялсене тухса çынсен сывлăхĕпе тĕплĕнрех интересленнĕ. ФАПсенче 1507 çыннăн диспансеризаци тухмалла пулнă, вĕсенчен 100 проценчĕ тĕрĕслевре пулнă.
Кăçал районти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе малалла ĕçлемелле. Медицина пулăшăвĕ парассине диагностикăпа сыватун çĕнĕ меслечĕсемпе пуянлатмалла. Районти халăхăн сывлăхне лайăхлатассипе тимлемелле. Тăвай енри сыватупа профилактика учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕп-летмелле тата ытти те.
Çакăн хыççăн Вăрнарти аслă фельдшер В.Самарина, министерствăн штатра тăман специалист-эксперчĕ Н.Окликова, Шупашкар районĕнчи ФАП заведующийĕ Т.Калькина, Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕн медицина сестри Н.Тихонова, Шупашкар районĕнчи ФАП заведующийĕ Е.Петрова, сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ А.Смирнов тухса калаçнă, чирлисен сывлăхне упрас енĕпе тата ытларах тăрăшма пулнă.