Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Маттур шăпăрлансем

Маттур шăпăрлансем

Чăваш халăхĕн культура эткерлĕхне упраса хăварас, малалла аталантарас, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас, талантлă ачасене тупса палăртас, тăван тăрăха, чĕлхене, культурăна юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе ЧР вĕрентÿ министерствипе Вĕренÿ институчĕ çулленех «Хунав» конкурс-фестиваль йĕркелеççĕ. Унта шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсем хутшăнаççĕ.

Кăçал жюри членĕсен «Янра, сăввăм хыттăнрах», «Асамлă юмах тĕнчи», «Илемлĕ чăваш юрри» номинацисене тăратнă чи лайăх 50 ытла ĕçе хакламалла пулчĕ.

Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчи шăпăрлансен пултарулăхĕ те пысăк хака тивĕçрĕ. Ольга Андреева мусăкçăпа Лариса Фомина воспитатель ертсе пынипе икĕ номинацире призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Акă, юрăçсен ансамблĕ «Асамат кĕперĕ» юрра еплерех хитре шăрантарчĕ. Пĕчĕк сцена ăстисем вара «Пукане» чăваш халăх юмахне чăн-чăн артистсем пекех выляса пачĕç.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"